Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Вĕренÿ туризмне аталантарас тесе

Çитĕнекен ăрăва Тăван çĕршыва, хамăр çуралнă кĕтесе хаклама вĕрентесси, унăн пуянлăхĕпе паллаштарасси çемьерен тата ачасем пĕлÿ илекен шкулсенчен пуçланмалла. Ку чухне хушма пĕлÿ паракан вĕренÿ учрежденийĕсен те аякра юлмалла мар. Çакна тĕпе хурса ĕçлетпĕр те районти ачасемпе çамрăксен пултарулăх центрĕнче. Ĕç ăнăçлăхĕ вара вĕренĕвĕн çул-йĕрне палăртнинчен килет. Иртнĕ тапхăрта Элĕк районĕнче вĕренÿ туризмне аталантарас, шкул ачисене хамăр тăрăхри культура, экологи, геологи пуянлăхĕсем çинчен каласа парас, вĕсен малашлăхри çул-йĕрне палăртма пулăшас тĕллевпе Чăваш Республикин Пуçлăхĕн грантне илес тĕлĕшпе вĕренÿ организацийĕсем хушшинче иртекен республика конкурсне хутшăнтăмăр. Унта «Пĕчĕк çĕршыв сукмакĕпе» проект тăратрăмăр. Унпа килĕшÿллĕн районта экскурсипе вĕренĕве саплаштарса ачасен пĕлÿ шайне ÿстересшĕн. Теори занятийĕсем çеç мар, практика ĕçĕсем те çитĕнекен ăрăвăн ăс-хакăлне пуянлатма пулăшĕç. Проектпа килĕшÿллĕн ачасем хамăр район историне тишкерсе тухĕç, паллă вырăнсене çитсе курĕç, çут çанталăк пуянлăхĕсемпе паллашĕç. Карттăпа, компаспа ĕçлеме, вырăнсенче тĕрлĕ виçевсем тума хăнăхĕç. Элĕкри пахча çимĕç комбинатне çитсе унти ĕç-хĕлпе паллашма палăртатпăр. Çапла майпа ĕç çыннин пĕлтерĕшне ÿстерме шутлатпăр.

Асăннă тĕллевсене пурнăçа кĕртме Чăваш Республикин Пуçлăхĕн 200 пин тенкĕ грантне тивĕçрĕмĕр.

Олимпиада ЛАЗАРЕВА.



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
19 августа 2016
16:35
Поделиться
;