Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Ырă тĕслĕх вырăнĕнче

Чăваш Енре ĕçлĕ çулçÿревпе РФ Патшалăх Думин Вĕрентÿ енĕпе ĕçлекен комитечĕн председателĕ, истори наукисен докторĕ Вячеслав Никонов пулнă.

Вăл Чăваш Республикин Пуçлăхĕпе Михаил Игнатьевпа ĕçлĕ тĕлпулу ирттернĕ. Михаил Васильевич вĕрентÿ тытăмĕн аталанăвĕпе, шкулсем çĕнĕ вĕренÿ çулне мĕнле хатĕрленнипе паллаштарнă. Çĕнĕ шкулсем тăвассине сÿтсе явнă. Вячеслав Никонов республикăра шкул, професси вĕрентĕвĕн тытăмне аталантарассипе лайăх ĕçленине палăртнă.

Пысăк хăна Шупашкарти Гладков урамĕнче шкул тунă çĕре, Ача аталанăвĕн центрне çитсе курнă. Пулас вĕрентÿ учрежденийĕсем кăмăла кайнине палăртнă. Вĕсенче ачасене ăс пухма, сывлăха çирĕплетме условисем çителĕклех.

Август уйăхĕн 23-мĕшĕнче вара Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев РФ вице-премьерĕ Ольга Голодец видеоселектор мелĕпе ирттернĕ Пĕтĕм Раççейри канашлăва хутшăннă. Унта шкулсене çĕнĕ вĕренÿ çулне хатĕрлес тĕлĕшпе çыхăннă ыйтусене сÿтсе явнă.

Сентябрĕн 1-мĕшĕнчен республикăри 999 вĕренÿ учрежденийĕ ачасене йышăнĕ. Сăмах май, кăçал Чăваш Енре пĕрремĕш класа 14729 ача каять, çакă пĕлтĕрхинчен 625 вĕренекен ытларах.

Ачасене вĕри апат çитересси упранса юлнă. Ялсенче унăн хакĕ вăтамран - 16-25, хулара 40-60 тенкĕ. Кăçал апат хакне ÿстерме палăртман.

Кăçал шкулсене - 91, професси пĕлĕвĕ паракан учрежденисене çамрăк 10 специалист ĕçлеме килнĕ. Çапах та вакансисем пур: вĕренÿ учрежденийĕсенче 300 ĕç вырăнĕ пушă. Çĕнĕ вĕренÿ çулĕ умĕнхи тепĕр ырă пулăма та палăртса хăвармалла. РФ Правительствин Председателĕ Дмитрий Медведев хушăвĕпе Чăваш Ене çитес вăхăтра 16 шкул автобусĕ çитмелле.

Çавăн пекех августăн 23-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Чăваш патшалăх филармонийĕнче иртнĕ вĕрентÿ ĕçченĕсен республикăри конференцине хутшăннă. Кăçал вăл «Професси пĕлÿлĕхне тĕпе хурса Чăваш Республикинчи педагогика ĕçченĕсен ÿсĕм йĕркине хак парса палăртасси» темăпа иртнĕ. Тĕрлĕ ыйтăва сÿтсе явнă хыççăн кăçал Чăваш Республикин Гранчĕсене тивĕçнĕ вĕренÿ учрежденийĕсене чысланă. Элĕкри ачасемпе çамрăксен пултарулăх центрĕ 200 пин тенкĕ Гранта тивĕçнине çирĕплетекен Свидетельствăна хушма пĕлÿ паракан вĕренÿ учрежденийĕн директорне Олимпиада Лазаревăна панă. Çĕнĕ вĕренÿ çулĕнчен асăннă центр «Пĕчĕк çĕршыв сукмакĕпе» проектпа ĕçлеме пуçлать.

Районти вĕренÿ пайĕнчен пĕлтернĕ тăрăх, сентябрĕн 1-мĕшĕнчен шкулсенче 1701 ача парта хушшине ларать. 181 шăпăрлан пĕрремĕш хут пĕлÿ тĕнчин алăкне уçать. Вĕренÿ учрежденийĕсем ачасене кĕтсе илме хатĕр.                                                                                                                                                           

Э.КУЗЬМИНА.



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
26 августа 2016
15:47
Поделиться
;