Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Район уй-хирĕнче

Районти хуçалăхсенче вырма ĕçĕсем вĕçленсе пыраççĕ. Августăн 29-мĕшĕ тĕлне илсен, тĕш тырă культурисене 7387 гектар (85,5 процент) пухса кĕртнĕ.

«Новый путь», Ульянов ячĕллĕ, «Колос», «Витязь» хуçалăхсем, хресчен-фермер хуçалăхĕсем, тĕпрен илсен, тырă вырса пĕтернĕ.

Малтанлăха палăртнă тăрăх вăтам тухăç 22 центнер. «Новый путь», «Авангард», «Алмаз» хуçалăхсен, В.Журавлев, Г.Исаев, С.Волков, А.Петров, Ю.Никифоров, А. Григорьев хресчен-фермерсен кăтартăвĕсем пысăкрах.

Кĕр тыррисене 2548 гектар (63,7 процент) акнă. «Новый путь» хуçалăхра кĕрхи тулăпа ыраш планпа палăртнă 420 гектар вырăнне 550 гектар (131 процент) акнă. Ульянов ячĕллĕ хуçалăхра, Г.Исаев, Ю.Никифоров, А.Григорьев, Г.Петриков хресчен-фермер хуçалăхĕсенче кĕр тыррисене акса пĕтернĕ. Кĕрхи çĕртме сухи 1390 гектар тунă. Ку енĕпе «Новый путь», «Алмаз» хуçалăхсем уйрăмах лайăх ĕçлеççĕ.



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
30 августа 2016
16:03
Поделиться