Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Ял пĕвине тасатнă

Ял çыннишĕн пĕве яланах пысăк пĕлтерĕшлĕ пулнă. Халĕ те çаплах. Çĕнкас Юнтапа ялĕнче пурăнакансем çулсеренех пĕвесене пăхса тăрасси çине пысăк тимлĕх уйăраççĕ. Иртнĕ çул вĕсем хăйсен вăйĕпе ферма çывăхĕнчи пĕвене, кăçал вара ял çумĕнчине юсанă. Ялти ватă çынсем каланă тăрăх, пĕве 40 çул каяллах типсе ларнă-мĕн. Çак тапхăрта кунта йывăç-тĕм сахал мар çитĕннĕ. Георгий Никоноров, Алекасндр Арсентьев пуçарăвĕпе тата ял халăхĕ пулăшнипе пĕвене икĕ кунта тасатса пĕтернĕ. Пĕве пушар хăрушсăрлăхне пăхăнма кирлĕ, çавăн пекех вăл лайăх кану вырăнĕ те шутланать.



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
30 августа 2016
16:05
Поделиться
;