Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Ачасен йышĕ чакнă та, ÿснĕ те

Ĕнер районта пĕрремĕш шăнкăрав янăрарĕ. 2015-2016 вĕренÿ çулĕпе танлаштарсан хăш-пĕр шкулсенче пĕрремĕш класа килекенсен шучĕ палăрмаллах чакнă. Сăмахран, Юнтапари пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкула иртнĕ çул 23 шăпăрлан çÿреме пуçланă, кăçал 9-ăн çеç килнĕ. Çавăн пекех Питĕшкассинчи шкулта пĕлтĕр пĕрремĕшсем 17 пĕлÿ илнĕ, кăçал - 4-ăн çеç. Карачурари вĕренÿ учрежденийĕнче те пĕрремĕш класра - 4-ăн, Ямашра - 5-ĕн, Йăлкăшра 6-ăн ăс пухĕç. Çав вăхăтрах Тенине пĕрремĕшне 6 ача, Шĕмшеше - 4, Тавăт, Ураскилт, Мăн Вылă шкулĕсене 5 шăпăрлан ытларах килнĕ. Тавăтра пĕрремĕшĕнче 19 ача пĕлÿ илĕ. Элĕк шкулĕнче чи пĕчĕккисем 68-ăн ăс пухĕç, иртнĕ çулхипе танлаштарсан 3 ача нумайрах.



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
02 сентября 2016
10:35
Поделиться
;