Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Районта - 100-мĕш ача

Çемьере ача çурални - пысăк телей. Пепке çут тĕнчене килсен çемье историйĕн çĕнĕ страници уçăлать. Августăн 29-мĕшĕнче район администрацийĕн ЗАГС пайĕнче 100-мĕш ачана регистрациленĕ. Изванка ялĕнчи Сергейпа Анастасия Павловсен çемйинче пысăк савăнăç. Вĕсен Семен ятлă ывăл кун çути курнă. Чи пĕрремĕш ача, чи кĕтни, чи юратни. Çамрăк мăшăра ЗАГС пайĕн начальникĕ Мария Николаева саламланă. Вăл Сергей Павлова ачан чи пĕрремĕш документне - çурални çинчен калакан свидетельствăна панă, тĕпренчĕкне тĕрĕс воспитани пама ăнăçу суннă.



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
02 сентября 2016
10:36
Поделиться
;