Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Прививка туни сывлăхшăн усăллă

Грипп - инфекци чирĕ. Унпа кашни çын чирлеме пултарать. Нумайăшĕ гриппа темиçе кун çеç аптăрать, теприсемшĕн вара вăл йывăр иртет, çын вилме те пултарать. Эпидеми тапхăрĕнче вакцина туни вируссенчен хÿтĕлет. Прививкăна пурте тутарма пултараççĕ. Наци календарĕпе килĕшÿллĕн республикăра теветкеллĕх (риск) ушкăнĕнчи халăха вакцина тăваççĕ: шкул çулне çитменнисене, шкул ачисене, студентсене, медицина ĕçченĕсене, вĕренÿ учрежденийĕсенче, транспорт, коммуналлă тытăмсенче тăрăшакансене, 60 çултан иртнисене, çар ретне тăракансене, самăр çынсене. Грипран сыхланас тĕллевпе районта вакцинаци тума тытăннă. Августăн 24-мĕшĕнче районти тĕп больницăна аслисене валли «Совигрипп» ятлă 2470 вакцина килнĕ. Иртнĕ эрнере 413 çын грипран прививка тутарнă. Çак уйăхра прививка туса пĕтерме палăртнă.

 Алексей Ананьев, врач-эпидемолога пулăшакан.



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
06 сентября 2016
10:41
Поделиться
;