Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Пуласлăх террорсăр пултăр

Терроризм хальхи пурнăçра вăй илнĕрен общество умне пысăк хăрушлăх кăларса тăратать. Ку ыйту паянхи куншăн çивĕч пулнине те лайăх пĕлетпĕр. Çавăнпа та тимлĕ пулни, мирлĕ пурнăçпа пурăнни кăна терроризм çулне пÿлме май парĕ.

Çынсене терроризм хăрушлăхĕ çинчен каласа парас тĕлĕшпе çулсеренех сентябрĕн 3-мĕшĕнче Раççейре терроризмпа кĕрешмелли куна паллă тăваççĕ. Сентябрĕн 2-мĕшĕнче Элĕкри тĕп библиотекăра «Террор малашлăхсăр! Пуласлăх терроризмсăр!» тематика каçĕ иртрĕ. Унта Элĕкри вăтам шкулта вĕренекенсем хутшăнчĕç. Мероприяти Бесланти трагедире вилнисене асăннинчен пуçланчĕ. Çавăн пекех библиотека ĕçченĕсем 2004 çулта Беслан хулинче пулса иртнĕ хăрушла ĕç çинчен тĕплĕнрех каласа пачĕç. Çак кун ачасем «Террора ÇУК!» документлă фильм пăхрĕç.

Тематика каçĕнче «Эпир террора хирĕç» курав тата терроризма хирĕç кĕрешмелли темăпа информаци стенчĕ йĕркеленĕ. Юлашкинчен шкул ачисене террора хирĕç кĕрешмелли тата васкавлă пулăшу телефонĕн номерĕсене çырнă памяткăсем валеçсе патăмăр.

Татьяна Мясникова.



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
06 сентября 2016
10:42
Поделиться
;