Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Этнопарк пуянланать

Районта этнопарк валли экспонатсем пухассине хаçатăн малтанхи номерĕсенче пĕлтернĕччĕ ĕнтĕ. Авалхи историпе пуянлăха упраса хăварса çитĕнсе пыракан ăрăва паллаштарасси пирĕнтен хамăртан килет. Çавăнпа та кил-çуртра тыткаламалли авалхи япаласене, хресченсен ĕç хатĕрĕсене, тимĕрçĕ лаççинче усă курнă хатĕрсене тата ытти япаласене те этнографи паркĕн музейĕ валли кашниех килсе пама пултарать. Нумаях пулмасть-ха этнопарк лаша кÿлсе ĕçлемелли авалхи кĕреплепе, акмалли тата çулмалли хатĕрсемпе пуянланчĕ. Шупашкарти трактор историйĕн музейĕн директорĕ Альберт Сергеев пулăшнипе кил хуçалăхĕнче кирлĕ 19-мĕш ĕмĕрти хатĕрсене юсаса çĕнетнĕ.



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
13 сентября 2016
11:12
Поделиться
;