Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Чи лайăххисене чысланă

Ленинград облаçĕнчи Гатчина хулинче Раççейри потребительсен кооперацийĕ 185 çул тултарнă ятпа савăнăçлă мероприяти иртнĕ. Чăваш Республикин потребительсен обществин Канашĕн делегацине Раççей кооператорĕсен пысăк форумĕнче Чăвашпотребсоюз Канашĕн председателĕ Валерий Павлов ертсе пынă. Раççейри Центросоюз Канашĕн Председателĕ Дмитрий Зубов Раççей Федерацийĕн потребительсен кооперацийĕн аталанăвĕнче пысăк тÿпе хывнăшăн Раççейри Центросоюз Канашĕн Председателĕн членне, Чăвашпотребсоюз Канашĕн председательне, Чăваш Республикин Паташалăх Канашĕн депутатне Валерий Павлова Раççей Федерацийĕн Федераци Пухăвĕн Патшалăх Думин председателĕн Сергей Нарышкинăн Тав хучĕпе чысланă



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
16 сентября 2016
13:43
Поделиться
;