Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Мини-футбол турнирĕ иртет

Сентябрĕн 13-15-мĕшĕсенче «Хĕлхем» спорт шкулĕн стадионĕнче районти вĕренÿ учрежденийĕсенчи хĕрсемпе каччăсем хушшинче Ураскилт чиркÿ уявне халалласа çулсеренех иртекен мини-футбол турнирĕн умĕнхи тапхăрĕ иртрĕ. Турнира хутшăнакансем виçĕ зонăна пайланса вылярĕç. Çĕнтерÿçĕсем финал тапхăрне лекрĕç.

Ытларикун, сентябрĕн 13-мĕшĕнче, вăйăсенче Элĕк шкулĕн хĕрĕсемпе каччисем маттур пулчĕç. Юнкун вара Шĕмшеш шкулĕн хастарĕсене çитекенни пулмарĕ. Сентябрĕн 15-мĕшĕнче виççĕмĕш зонăн вăййисенче Мăн Ямаш тата Мăн Вылă шкулĕсенче вĕренекенсем финала тухрĕç. Йăлана кĕнĕ тăрăх, Ураскилт вăтам шкулĕн спортсменĕсем те тÿрремĕнех финала тухаççĕ.

Çулсеренех Ураскилтре сентябрĕн 21-мĕшĕнче шкул стадионĕнче Таса Турă Амăшĕн çуралнă кунне халлалласа спорт ăмăртăвĕ иртет.



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
20 сентября 2016
15:07
Поделиться
;