Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Диктант географи пĕлÿлĕхне палăртĕ

Хамăр çĕршыв çинчен пур енлĕ пĕлмелле. Çакă вара ачасемшĕн çеç мар, аслă çулсенчисемшĕн те пĕлтерĕшлĕ. Тĕрлĕ çулхисене географи енĕпе хăйсен пĕлĕвне тĕрĕслеме майсем туса парас тĕлĕшпе Раççейри географи обществи иккĕмĕш çул ĕнтĕ Пĕтĕм Раççейри географи диктантне ирттерет. Унăн пуçаруçи асăннă Обществăн Попечительсен Канашĕн Председателĕ Владимир Путин пулнине палăртмалла.

Пĕрремĕш хут кун йышши диктант 2015 çулхи ноябрĕн 1-мĕшĕнче иртнĕ. Асăннă акцие Раççей Федерацийĕнчи 85 субъектĕнче пурăнакан 71 929 çын хутшăннă. Иртнĕ çулхи ĕçсене тĕрĕслесе пĕтĕмлетнĕ хыççăн çакă палăрнă. Хальхи çамрăксем географие 2000 çулччен маларах пĕлÿ илнисенчен япăхрах пĕлеççĕ. Иртнĕ диктантри вăтам паллă 55 балпа танлашнă, шкулти терминологипе палăртсан – ку çирĕп «3» паллă çеç. Специалистсен шучĕпе вара, чи пăшăрхантараканни, çак акцие хутшăнакансенчен 48 проценчĕ диктанта вăтам шайран та япăхрах çырни, вĕсем «3» паллăран сахалрах е «2» паллă илнĕ. Çавăнпа та Раççейре пурăнакансен пĕлÿлĕхне ку енĕпе ÿстерес тĕлĕшпе Раççейри географи обществи кун йышши диктанта çулсеренех ирттерме палăртнă. Кăçал вăл ноябрĕн 20-мĕшĕнче, вырсарникун, иртет. Диктанта Раççей Федерацийĕн 85 субъектĕнче пурăнакансем хутшăнма пултараççĕ. Ку енĕпе регионсенче ятарласа диктантсем çырмалли лапамсем хатĕрлеççĕ. Вĕсем аслă пĕлÿ паракан вĕренÿ учрежденийĕсенче, шкулсемпе библиотекăсенче, ачасемпе çамрăксен пултарулăх центрĕсенче вырнаçма пултараççĕ.

Пирĕн районта кун пек лапам Элĕкри пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкулта пулассине палăртнă ĕнтĕ. Раççейри географи обществи диктант çырмалли, вĕсене тултармалли йĕркепе, диктант ĕçĕсен бланкĕсемпе электрон майпа тивĕçтерет. Кăмăл пуррисен ноябрĕн 20-мĕшĕнче Элĕкри вăтам шкула килмелле. Унта çамрăксемпе пĕрле аслă çулсенчисем, тĕрлĕ тытăмра ĕçлекенсем хутшăнма пултараççĕ. Диктант ыйтăвĕсем Раççей географийĕпе çыхăннă.

Л.ПЕТРОВА, районти вĕренÿ пайĕн

информаципе методика центрĕн директорĕ.



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
30 сентября 2016
08:56
Поделиться
;