Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Лагерьте канма - путевка

Çĕнĕ вĕренÿ çулĕ пуçланнăранпа пĕр уйăх хыçа юлчĕ. Районти вĕренÿ учрежденийĕсенче пурнăç вĕресе çеç тăрать. Ачасем ăс-хакăлне ÿстернипе пĕрлех хушма пĕлÿ паракан тĕрлĕ секцисемпе кружоксене çÿреççĕ. Çапла майпа тавракурăма анлăлатаççĕ. Ашшĕ-амăшĕн ачисене вĕренме условисем туса панипе пĕрлех канма, сывлăха çирĕплетме те майсем туса памалла. Ку енĕпе районти вĕренÿ пайĕ çулсеренех пулăшу кÿрет. Шкул ачисене кĕркуннехи каникул кунĕсенче лагерьсенче канма тата сипленме путевкăсемпе тивĕçтерет.

Кăçал кĕркуннехи каникул вăхăтĕнче те вĕренекенсем «Жемчужина Чувашии» лагерьте пĕр эрне канма пултараççĕ. Путевка хакĕ - 5390 тенкĕ. Çемье тупăшне шута илсе ашшĕ-амăшĕн путевка хакĕн 20, 30, 50 процентне тÿлеме тивет. Нумай ачаллă тата йывăр лару-тăрура пурăнакан çемьесене ку тĕлĕшпе çăмăллăх паратпăр, путевка хакĕн 5 процентне çеç тÿлемелле. Ачисене каникул вăхăтĕнче лагере канма ярас тĕллевлĕ ашшĕ-амăшĕн тĕплĕнрех районти вĕренÿ пайне 22-0-45 телефон номерĕпе шăнкăравласа ыйтса пĕлмелле.

Л.КУЗНЕЦОВА,

районти вĕренÿ пайĕн аслă методисчĕ.



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
30 сентября 2016
08:59
Поделиться
;