Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Пĕрремĕш вĕрентекене халаллатпăр

Çĕр ĕçченĕ-и эсĕ, вĕрентекен-и е пысăк должность йышăнакан çын-и кашнин аталанăвнех пĕрремĕш вĕрентекен хăйĕн чун ăшшине, ăс-тăн çивĕчлĕхĕпе пултарулăхне хывнă. Чи кирли, пĕлÿ тĕнчинчи пĕрремĕш утăмсене тума пулăшнă.

Астăватăр-и вара эсир ăна? Сирĕн асра вăл мĕнлерех юлнă? Обществăра вĕрентекен профессин пĕлтерĕшне ÿстерес, вĕсен ят-сумне çĕклес тĕллевпе республикăри Вĕренÿ институчĕпе Чăваш Республикин Вĕренÿпе çамрăксен политики министерстви «Манăн Пĕрремĕш, Юратнă вĕрентекен - 2016» эссе конкурсне ирттерет. Çавăн пекех çак конкурс шкул ачисен пултарулăхне аталантарма та пулăшать. Çавăнпа та унта вĕренекенсем, ашшĕ-амăшĕ, вĕренÿ учрежденийĕсенче тăрăшакан педагогсем те хутшăнма пултараççĕ. Сочиненисене вырăсла та, чăвашла та çырма юрать. Ĕçсене виçĕ номинаципе – вĕренекен, вĕрентекен тата ашшĕ-амăшĕ хăйсен пĕрремĕш вĕрентекенĕсем çинчен çырнипе – хак параççĕ. Сочинение жюри членĕсем тĕрĕсленĕ чухне чи малтанах темăна мĕнле уçса панине, тĕрĕс çырнине, мĕнле жанрсемпе усă курнине, чĕлхе нормисене мĕнле пăхăннине, паллă çынсем каланисемпе усă курнипе курманнине шута илеççĕ.

Конкурс материалĕсене 2016 çулхи ноябрĕн 21-мĕшĕччен chriokonkurs@yandex.ru электрон адреспа ярса памалла. Конкурс пĕтĕмлетĕвĕсемпе 2016 çулхи декабрĕн 1-мĕшĕнче республикăри Вĕренÿ институчĕн официаллă сайтĕнче паллашма пулать. Тĕплĕнрех район администрацийĕн вĕренÿ пайĕн специалисчĕсенчен 22-0-45 телефон номерĕпе шăнкăравласа ыйтса пĕлме юрать.



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
30 сентября 2016
08:54
Поделиться
;