Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

3-мĕш хут лайăххисен йышĕнче

Вĕрентекенсен кунĕ ячĕпе Элĕкри И.Я. Яковлев ячĕллĕ вăтам шкулта тăрăшакан педагогсем хăйне евĕрлĕ парнене тивĕçрĕç темелле. Мускаври центр РФ Вĕренÿпе наука министерстви пулăшнипе вĕренÿ учрежденийĕсен ĕçне тĕрлĕ енлĕ хакланă. Ку чухне 9-мĕш класс пĕтерекенсем патшалăхăн пĕтĕмлетÿ аттестацийĕн ĕçĕсене мĕнле пурнăçланине те, вĕренекенсем олимпиадăсене мĕнле хутшăннине те, вĕсен кăтартăвĕ- сене те шута илнĕ. Çапла майпа Раççейри чи лайăх 500 шкула палăртнă, унта пĕлтĕрхи пекех Чăваш Енри 9 шкул лекнĕ. Çавăн пекех ялти чи лайăх 200 шкула та палăртнă. Унта Чăваш Енри ялти 8 шкул кĕнĕ. Вĕсен шутĕнче - пирĕн районти Элĕкри вăтам шкул та. Кун йышши рейтинга тăваттăмĕш хут ирттереççĕ, Элĕксем вара виçĕ çул Раççейри «Ялти чи лайăх 200 шкул» йышĕнче. «Кун йышши çитĕнĕвĕн вăрттăнлăхĕ мĕнре?» - ыйту паратăп район пуçлăхне, Элĕкри вăтам шкул директорне Владислав Волкова саламланă май.

- Ку çитĕнÿ пĕр çын тÿпи темелле мар. Унта вĕренÿ учрежденийĕн пĕрлехи ĕçĕ çырăннă. Эпир виççĕмĕш çул умлă-хыçлă Раççейри ялти чи лайăх 200 шкул йышне кĕни хамăр палăртнине пысăк шайра пурнăçланине, вĕрентекенсем çитĕнекен ăрăва тарăн пĕлÿ парассишĕн чунтан тăрăшнине çирĕплетет. Çак çитĕнÿ малашне кунпа çеç лăпланса лармалла маррине те, пысăк пĕлÿ шайĕллĕ ачасене ытларах вĕрентсе кăлармаллине те палăртать, - хăйĕн шухăшне пĕлтерет Владислав Константинович.



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
07 октября 2016
09:36
Поделиться
;