Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Пĕрлешекенсем те, уйрăлакансем те пур

Икĕ чĕре пĕр-пĕрне юратнинчен ырри тата мĕн пултăр? Ача çуралсан мăшăрсен туйăмĕсем ытларах çирĕпленеççĕ. Сентябрь уйăхĕнче районта пурĕ 15 ача (пĕлтĕрхи шайрах) çуралнине регистрациленĕ. Вĕсенчен çиччĕшĕ - арçын ача, саккăрăшĕ - хĕрача. Пĕрремĕш «кайăк» виçĕ çемьене вĕçсе килнĕ. 8 çемьере иккĕмĕш ача, 3 çемьере виççĕмĕш ача, пиллĕкмĕш ача пĕр çемьере çуралнă. Иртнĕ уйăхра ытларах Кирилл тата София ятсене пани сисĕнчĕ. Сайра хутра çеç Олег, Полина, Ева ятсене хунă.

Ку тапхăрта 11 хĕрарăмпа 11 арçын çут тĕнчерен уйрăлнă. Вăтам пурăнаслăхĕ арçынсен - 67 çулпа, хĕрарăмсен 80 çулпа танлашрĕ.

Çемье çавăракан 11 мăшăр пулчĕ. Вĕсем пĕр тĕвве чăмăртанса пурнăçăн анлă çулĕ çине тăчĕç. Шел пулин те, çав хушăрах уйрăлакансем те пулчĕç: 7 çемье арканчĕ. Ашшĕ пулнине çирĕплетни пĕр тĕслĕх пулнă.



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
07 октября 2016
09:35
Поделиться
;