Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Мускаври курав иртнĕ

Мускавра Халăх хуçалăхĕн çитĕнĕвĕсен куравĕн территорийĕнче пĕтĕм Раççейри «Ылтăн кĕркунне - 2016» агропромышленность куравĕ иртнĕ. Унта Элĕк район администрацийĕн ял хуçалăхĕпе экологи пайĕн начальникĕ Анатолий Прохоров та çитсе курнă.

Кăçалхипе 18 хут иртекен тăватă куна тăсăлакан форума Раççейри 63 регион, Абхази, Беларуç, Украина, Германи, Итали, Аслă Британи, Нидерланд, Япони представителĕсем пуçтарăннă. Унăн тĕллевĕ - çĕршывра ял хуçалăхĕ валли туса кăларакан çĕнĕ техникăпа (комбайн, трактор), оборудованипе, выльăх-чĕрлĕх валли кăларакан çĕнĕ йышши апат хутăшĕсемпе, ветеринари препарачĕсемпе паллаштарасси.

«Ылтăн кĕркуннен» ĕçлĕ программи те анлă пулнă: ял хуçалăх специалисчĕсем валли çак тапхăрта 40 ытла мероприяти ирттернĕ. Ял хуçалăхĕнче ĕçе кĕртнĕ программăсемпе паллаштарнă. 220 ытла ăратлă выльăх-чĕрлĕх, мамăк тирлĕ чĕрчун, чăх-чĕп кăтартнă.



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
11 октября 2016
09:54
Поделиться
;