Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Юмах ачана аталанма пулăшать

Чылайăшĕ кĕнекепе туслашасси кĕçĕн классенчен пуçланмалла тет. Анчах та манăн вара ку шухăшпа килĕшессĕм килмест. Шăпăрланра кĕнеке вулас туртăма пĕчĕклех, вăл ача садне çÿренĕ тапхăртах, вăратмалла. Кĕнеке вĕрентет çеç мар, аталанма та, пĕчĕкскерĕн шухăшлавне пуянлатма та пулăшать. Ача пуçласа кĕнеке урлă ыррипе усаллине уйăрма хăнăхать, кĕнекере сăнласа панă çут çанталăкри пулăмсене хăй сăнаса танлаштарма пуçлать.

Пĕчĕккисемшĕн юмахсем уйрăмах çывăх. Асăннă жанр вĕсене асамлă сăнарсемпе, кăсăклă пулăмсемпе, илĕртÿлĕхĕпе тыткăнлать. Унти тасалăх, хитрелĕх, çĕнĕлĕх ачан шухăшне, пултарулăхне хĕмлентерсе яракан тĕп пулăм. Юмахри сăнарсем хăйсене епле тыткалани, пĕр-пĕрин хушшинчи çыхăну хăйĕн йĕри-тавралла пулса иртекен пулăмсене тивĕçлипе хак пама пулăшаççĕ.

Кашни юмахрах Ыррипе Усалли хушшинче ачана ăнланмалла хăйне евĕрлĕ чикĕ пур. Лайăххипе Япăххи хушшинче пулса иртекен хирĕçÿре яланах ырри çĕнтерет. Çакă ачана мĕн пĕчĕкренех ыррине шанма, лайăххи патне ăнтăлма хăнăхтарать. Юмах тĕнчинче ырри çĕнтернĕренех ăна ĕненеççĕ те вĕсем, хăйсен шухăш-кăмăлĕнче ун пек пулма тăрăшаççĕ.

Çавăн пекех юмахра лайăх сăнар яланах илĕртÿллĕ те сăпайлă, вăйлă пулни те ачасемшĕн пĕлтерĕшлĕ. Сăмахран, пăхаттир хăйĕн халăхне, çывăх çыннисене никам çĕнтерейме пултарайман вăйĕпе инкек-синкекрен çăлать, ахаль çын вара çивĕч ăс-тăнĕпе, анлă тавракурăмлă пулнипе тĕрлĕ усал сăнарсене парăнтарать. Кирек хăçан та ырри илемĕпе, ылтăн алăллă пулнипе пĕчĕкскерĕн чунне тыткăнлать, усалли чеелĕхĕпе, нĕрсĕрлĕхĕпе ачана хăйĕнчен пистерет. Çавăнпах ĕнтĕ пĕчĕкскерсем юмахсене юратаççĕ, унти ĕненÿпе юратăва чăн пурнăçа куçараççĕ.

Юмаха пула шăпăрлансем çын пурнăçĕнчи пулăмсене хак пама хăнăхаççĕ. Малашнехи пурнăçра тасалăхпа тирпейлĕхе хăнăхасси, ĕçпе туслашасси, туссемпе пĕр чĕлхе тупасси юмахри сăнарсене кура çырăнать те нумай чухне.

Килте ашшĕ-амăшĕ тăтăшах юмах вулакан ачан калаçăвĕ те, шухăшлавĕ те хăвăртах аталанать.

Çавăнпа та пĕчĕккисемпе кĕнеке вуланипе пĕрлех ăна тишкермелле те. Çакă шкул тапхăрĕнче те пысăк пулăшу кÿрет.

Ольга ВАСИЛЬЕВА, «Çăлкуç» ача сачĕн воспитателĕ.



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
11 октября 2016
09:59
Поделиться
;