Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Илемлĕ ташăсемпе тыткăнланă

Тĕрлĕ енлĕ пултаруллă ачасем сахал мар-ха районта. Вĕсене Турă панине малалла аталантарма пулăшасси Элĕкри ачасен ÿнер шкулĕн вĕрентекенĕсен тĕп тĕллевĕ темелле. Юрă-ташăпа е музыка инструменчĕсемпе туслашас шутлă ачасене кĕçĕн класранах хамăр пата явăçтаратпăр. Пĕрисем вокал уйрăмне суйласа илеççĕ пулсан, теприсем фортепиано класне тулли кăмăлпах каяççĕ. Хореографи уйрăмне çÿрекенсем те йышлă. Çитĕнÿ вара çăмăллăнах килмест. Кулленхи репетицисем çеç ăсталăха ÿстерме пулăшаççĕ. «Ладушки» ташă ушкăнĕнчи 10 хĕрача Элĕкри ачасен ÿнер шкулĕн сукмакне тăваттăмĕш çул такăрлатать ĕнтĕ. Тÿрех палăртмалла, ăсталăхĕ ÿссе пыни, аталанни куç умĕнчех. Ăнтăлу вара кирек хăçан та çитĕнÿ патне çул хывма пулăшать. «Ладушки» ташă ушкăнĕпе тăватă çул хушшинче тĕрлĕ шайри конкурс-фестивале хутшăнтăмăр. Санкт-Петербург, Мускав хулисенче Пĕтĕм тĕнче шайĕнчи фестивальсенчен çĕнтерÿпе таврăнни те пĕлтерĕшлĕ. Республикăра иртекен мероприятисенче те ытларах чухне малтисен йышĕнче эпир. Ял ачисем хуларисенчен пултарулăх тĕлĕшĕнчен кая маррине октябрĕн 15-мĕшĕнче Чулхулара Атăлçи Федераци округĕн Кубокĕшĕн иртнĕ халăх ташшисен Раççей Чемпионатĕнче тепĕр хут çирĕплетсе патăмăр. Унта Хусан, Киров хулисенчи, Пермь тăрăхĕнчи, Чулхула облаçĕнчи чи лайăх 20-е яхăн коллектив хутшăнчĕ. Эпир конкурса «Барыня» вырăс тата чăваш хĕрĕсен ташшипе кайрăмăр. Тĕрлĕ шайри жюри членĕсем «Ладушки» ушкăнăн ташшисене пысăк хак пачĕç. Чемпионатран 2-мĕш степеньлĕ лауреат дипломне илсе таврăнтăмăр. Малашне кунпа çеç лăпланса лармăпăр.

Л.ЕФИМОВА, ачасен ÿнер шкулĕн вĕрентекенĕ.



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
18 октября 2016
08:46
Поделиться