Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Инсультран мĕнле сыхланмалла?

Чылай йывăр чирсем, вăл шутра пуç мими инсульчĕ те, ăнсăртран пырса лекеççĕ. Раççейре çулталăкра 400-500 пин çынна инсульт çапать. Вĕсенчен 15 проценчĕ çеç ĕçлеме пултарать, ыттисем инвалид пулса юлаççĕ.

Пирĕн районта 2015 çулта инсульт çапнипе 80 тĕслĕх пулнă, кăçалхи 9 уйăхри кăтарту та савăнтармасть - 60 тĕслĕх.

Инсульт - хăрушă чир. Вăл пуç мимине юн тĕрĕс-тĕкел пырасси пăсăлнипе е юн çаврăнăшĕ пĕчĕкленнипе пулать. Çак шайлашусăрлăх тата чи кирлĕ япаласем çителĕксĕрри пуç миминчи клеткăсене вĕлерет. Юн çаврăнăшĕ пĕчĕкленни пуç мимине юн парса тăракан тымарсем татăлнипе, пĕрĕннипе тата юн хытса ларнипе шалкăм çапать.

Асăннă чир тĕрлĕрен пулать. Ишеми инсульчĕ юн тымарĕнчи юн хытса ларнипе пуç мимин хăш-пĕр пайне юн пыртарма пăрахнипе пуçланать. Çак чир уйрăмах сахăр диабечĕпе, чĕре чирĕпе, чĕрен ишеми чирĕпе аптăракансене пырса тивет. Ишеми инсульчĕ 60 çултан иртнисен ытларах пулни курăнать.

Геморраги инсульчĕ пуç миминчи юн тымарĕ татăлнипе пулать. Çак чир 45-60 çулхисене пырса тивме пултарать. Инсульт аталаннин тĕп енĕсене пĕлсен чиртен асăрханма пулать. Юн пусăмĕ чакни, холестерин шайĕ пысăкки, атеросклероз, диабетпа чĕре чирĕсем 55 çултан аслăрах арçынсен, алкогольпе, пируспа ытлашши усă курни, кĕлетке йывăрăшĕ ытлашши пулни, тĕрĕс мар апатланни, пуç мимин юн тымарĕсем пĕрĕнни, психологи тата кăмăл-сипет тĕлĕшĕнчен йывăрлăхсем пулни 65 çултан иртнĕ хĕрарăмсен инсульт чирне пуçараççĕ.

Шалкăм пырса çапсан пĕр енчи ал-ура ĕçĕ вăйсăрланать, чĕлхе çыхланать, çын япăх вулать. Çавăн пекех çыннăн куç çивĕчлĕхĕ те пĕтет. Ăнсăртран вăл хускалма пăрахать, пуç тăруках хытă ыратса килет. Енчен те çак паллăсене тÿрех асăрхасан васкавлă пулăшу чĕнмелле. Пациента 2 сехет хушшинче кирлĕ пулăшу памалла. Васкавлă пулăшу киличчен чирлекене вырăн çине хумалла. Енчен те вăл тăн çухатнă пулсан сывлав органĕсене хăсăк ан лектĕр тесе аяккăн вырттармалла. Çыннăн ытлашши япалине хывмалла, çухавасене, пиçиххисене салтса ямалла. Пÿлĕмре форточкăна уçмалла. Чирлекене хăй ĕçнĕ унччен яланах ĕçнĕ эмелсене те пама юрамасть.

Шалкăм çапнă çынна специализациленĕ юн тымарĕсен уйрăмне вырнаçтармалла. Пирĕн республикăра вĕсем 2009 çулта Шупашкар, Çĕнĕ Шупашкар, Канаш, Çĕмĕрле хулисенче уçăлнă. Вĕсенче чирлисене пуç мимине юн парса тăракан тымарсене ультрасасă тĕпчевĕ, пуç мимине компьютерпа тамографи тăваççĕ. Çак тĕпчевсем çынна мĕнле   сиплемеллине палăртаççĕ.

Хамăр сывлăхшăн эпир яваплă. Инсульт чирĕ пырса ан лектĕр тесен мĕн тумалла; Чи малтанах сывă пурнăç йĕркине пăхăнса пурăнмалла, кĕлетке йывăрăшне сăнаса тăмалла, 30 минутран кая мар физкультура çине тимлĕх уйăрмалла. Кунсерен 5 порци пахча çимĕçпе апат-çимĕç çини те усăллă. Тăварлă апат çини сывлăхшăн сиенлĕ пулнине манмалла мар. Çыннăн кунне 5 грамм тăвар кăна усă курма юрать. Кунсерен юн пусăмне тĕрĕслесе тăмалла. Гипертонирен яланах сипленмеллине те асра тытмалла. Эмелсем ĕçме пăрахсан юн пусăмĕ каллех хăпарма пултарать. Енчен те эсир сахăр диабечĕпе чирлетĕр пулсан сахăр виçине тĕрĕслесех тăрăр. Юнри холестерин çине те тимлĕх уйăрăр. Çуллă апат-çимĕç çимелле маррине те асра тытăр.

Ираида Михайлова, врач-невролог.



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
28 октября 2016
11:19
Поделиться
;