Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

120 спортсмен хушшинче - иккĕмĕш

Бокс - хăюллисемпе çирĕп кăмăллисен спорчĕ. Вăл çан-çурăм пиçĕхлĕхне ÿстерме пулăшнипе пĕрлех кăмăл-сипет çине те калама çук пысăк витĕм кÿрет. Элĕкри «Хĕлхем» ачасемпе çамрăксен спорт шкулĕ çумĕнчи бокс секцине тĕрлĕ çулсенчи шкул ачисем тулли кăмăлпах çÿреççĕ. Иртнĕ кунсенче кăна Урмай ялĕнчи Даниэль Семеновпа Пушкăрт Республикинчен таврăнтăмăр. Элĕкри вăтам шкулта вĕренекенскерпе Учалы хулинче Халăх пĕрлĕхĕн кунне халалласа 2001-2002 çулсенче çуралнă арçын ачасем хушшинче иртнĕ бокс Первенствине хутшăнтăмăр. Турнир октябрĕн 24-29-мĕшĕсенче иртрĕ. Унта Раççейри 17 регионти 120-е яхăн спортсмен 70 килограмлă виçере вăй виçрĕ. Даниэль октябрĕн 26-мĕшĕнче Тутар Республикинчи Хатур Пилоянпа кĕрешĕве тухрĕ. Çапăçу техникипе пĕлсе усă курнăран тантăшне парăнтарчĕ. Октябрĕн 2-8-мĕшĕнче çурма финалта Элĕк каччин Челябинск облаçĕнчи Даниил Петровпа вăй виçме тиврĕ. Ку хутĕнче те Даниэль çĕнтерÿçĕ пулса тăчĕ. Октябрĕн 29-мĕшĕнче иртнĕ финалта вара Пушкăрт Республикин спортсменĕпе аренăра тĕл пулчĕ. Кĕрешÿ чăннипех те хĕрÿ иртрĕ, çапăçу вăхăтĕнче Д.Семенов суранланнăран вăй-халĕ чакрĕ, çакна курса кĕрешÿ мĕнле пынине сăнаса тăракан тухтăр вăййа чарса лартрĕ, пирĕн спортсмена малалла вăййа хутшăнма чарчĕ. Апла пулин те Талгат Теляевпа тивĕçлипех кĕрешрĕ Даниэль, ăмăртура иккĕмĕш вырăна тухрĕ, кĕмĕль медале тивĕçрĕ.                                                                                             

В.ГОРДЕЕВ, тренер.



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
01 ноября 2016
16:26
Поделиться
;