Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Ачаран туслă ÿсер

Ачасене мĕн пĕчĕкренех туслăх мĕнне ăнлантармалла, чăн юлташ мĕнлерех пулнине вĕрентмелле, шăпăрлансен ырă енĕсене аталантарма тăрăшмалла. Çавна май Юнтапари вăтам шкулта 5-мĕш класра вĕренекенсемпе класс ертÿçи Светлана Мукина «Туслăхсăр пĕр кун та пурăнаяс çук» класс сехечĕ ирттерчĕç. Ачасем туслăхпа ăнланулăх çинчен юмах лартрĕç. Çавăн пекех шкул пурнăçĕнчи тĕрлĕ лару-тăрăва сÿтсе яврĕç. Хăйсем тĕллĕн туслăх çинчен ваттисен сăмахĕсемпе каларăшсем шутласа кăларчĕç. Вĕренекенсем «Ылтăн алă» вăйă вылярĕç, хутсем çинче хăйсен аллисене ÿкерсе кашни пÿрни çинех ырă енсене çырса кашниех хăйĕн тусне парнелерĕ. Çавăн пекех пиллĕкмĕш классем туслăх саккунĕсене аса илчĕç. Юлашкинчен класс ертÿçи çапла каларĕ: «Пирĕн класс - пĕчĕк çемье. Пирĕн çемьере яланах ырлăх, юрату, ăнланулăх тата пĕр-пĕрне хисеплени хуçалантăр».



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
01 ноября 2016
16:28
Поделиться
;