Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Кĕрхи бал иртрĕ

Кĕркунне - савăнăçлă та пахча çимĕçрен тулăх çулталăкăн пĕр тапхăрĕ. Йĕпе-сапа çанталăк тăрать пулин те Карачурасем сивĕрен те хăрамаççĕ. Иртнĕ кунсенче ку тăрăхра пурăнакансем кĕрхи уяв ирттерчĕç. Кĕрхи бала ял халăхĕ хастар хутшăнчĕ. Иван Куликов, Владимир Егоров, Дмитрий Медведев, Роман Семенов, Мария Павлова, Линда Осипова, Алена Саввова, Марина Филиппова, Виктория Илларионова, Эвелина Ефремова вăйăсемпе конкурссенче палăрчĕç. Кĕрхи уяв савăнăçлă иртрĕ. Унта çамрăксемпе пĕрле вăйпитти çынсем те хутшăнчĕç. Ташă каçĕнче тĕрлĕ çулсенчи юрă-кĕвĕ шăранчĕ.



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
03 ноября 2016
09:00
Поделиться
;