Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Кивĕ хут пухассипе акци пырать

Ачасене мĕн пĕчĕкрен çут çанталăка упрама вĕрентес тĕллевпе октябрĕн 11-мĕшĕнчен пуçласа 2017 çулхи апрелĕн 30-мĕшĕччен Элĕкри ачасемпе çамрăксен пултарулăх центрĕ «Вторбум» акци ирттерет.

Экологи тĕлĕшĕнчен тивĕçлĕ воспитани парас тата кирлĕ мар кивĕ хут пуçтарас ĕçе районти вĕренÿ учрежденийĕсем çулсеренех хаваспах хутшăнаççĕ, шкулсенче те класăн-класăн ăмăртаççĕ. Акцие пурте хутшăнма пултараççĕ. Чи хастаррисене «Вĕренÿ туризмĕ» проектпа килĕшÿллĕн экскурсие илсе кайĕç.

 



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
03 ноября 2016
08:58
Поделиться
;