Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Халăх пĕрлĕхĕн кунĕ пурне те пĕрлештерет

Халăх пĕрлĕхĕн кунĕ - пурне те пĕрлештерекен уяв. Тĕрлĕ наци çыннисем пурăнакан çĕршывшăн, йывăр вăхăтра пурте пĕрле, Тăван çĕршыва хÿтĕлекенсемшĕн те, хăйсене унăн пĕчĕк пайĕ тесе шутлакансемшĕн çак уяв пысăк пĕлтерĕшлĕ.

Ноябрĕн 4-мĕшĕнче Шупашкарта «Раççей халăхĕ- сен пĕрлехи çемйи» наци культурисен III фестивалĕ иртрĕ. Унта наципе культура пĕрлешĕвĕсем, Чăваш Енри тĕрлĕ диаспорăсен представителĕсем хутшăнчĕç. Уява пирĕн районтан та йышлă делегаци кайрĕ. Эпир те тĕрлĕ наци çыннисен йăли-йĕркипе, культурипе паллашрăмăр, вĕсен пултарулăхне курса килентĕмĕр.

Чăваш Енре тĕрлĕ наци çыннисем пурăнаççĕ. Эпир тĕрлĕрен, пирĕн чĕлхе те, тĕн те урăхла. Апла пулин те пурне те хамăр Тăван çĕршыва юратни тата хисеплени пĕрлештерсе тăнине уявра курса ĕнентĕмĕр. Эпир пурте Чăваш Ен малашлăхĕшĕн тăрăшатпăр. Пĕр шухăшлă пулса йывăрлăхсене çĕнтерме те пултаратпăр. Чăваш Республики халăхсене пĕрлештерекен ырă тĕслĕх шутланать.

Ольга АЛЕКСЕЕВА,

Элĕк музейĕн директорĕ.



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
08 ноября 2016
09:15
Поделиться
;