Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

«Кĕр сăри» уявĕ чăвашсене пĕрлештерет

Элĕкри «Валинкке» фольклор ансамблĕ тата халăх ташă ушкăнĕ районти кашни уяврах куракансене хăйсен илемлĕ ташши-юррипе илем кÿреççĕ, пултарулăхĕпе тĕлĕнтереççĕ, савăнтараççĕ. Элĕкри культура çурчĕ çумĕнчи «Валинкке» фольклор ансамблĕ (ертÿçи - Светлана Соколова), районти халăх ташă ушкăнĕ (ертÿçи - Лилия Ефимова) иртнĕ эрнекун Ульяновск хулинче «Кĕр сăри» уявне хутшăнчĕç.

«Кĕр сăри» уявĕ - авалхи праçник. Кĕрхи ĕçсене пĕтернĕ хыççăн, чăвашсем хĕле хатĕрленнĕ тапхăрта ĕлĕкхи йăла-йĕркепе уяв туса ирттернĕ: сăра вĕретнĕ, кукăль, хуплу пĕçернĕ, шăрттан, шÿрпе хатĕрленĕ. Сĕтел варрине çĕнĕ тыр-пултан авăртнă çăнăхран пĕçернĕ çăкăр, чăкăт хунă тата çĕнĕ сăра пичкине лартнă.

Пирĕн районти «Валинкке» ансамблĕпе халăх ташă ушкăнĕ хăйсен пултарулăхне чăваш юррисенче кăна мар, чăваш ташшисенче те кăтартрĕç. Вĕсен юррисемпе ташшисем уява пухăннисене тыткăнларĕç, илемлĕхĕпе тĕлĕнтерчĕç. Халăха савăнтарма пултарнишĕн вĕсене уява пынисем тав турĕç.



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
15 ноября 2016
09:35
Поделиться
;