Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Пĕрлехи портал урлă паспорт илме те май пур

Чăваш Республикин Шалти ĕçсен министерстви электрон майпа патшалăх пулăшăвĕ парас тытăма çĕнетессипе тĕллевлĕ ĕçлет.

Раççей Федерацийĕн гражданинĕн тата Раççей гражданинне ют çĕршыва тухса çÿреме ирĕк паракан паспорчĕ- сене илессипе, пурăнакан вырăнта регистрациленессипе тата регистрацинчен тухассипе çыхăннă ыйтусене татса парас тĕллевлисем патшалăх тата муниципалитет пулăшăвĕсем паракан Пĕрлехи порталпа (http://www.gosusiugi.ru) усă курма пултараççĕ.

Пĕрлехи портал урлă вăл е ку пулăшăва илес тĕллевпе ыйту парас шутлисен унта регистрациленмелле (ку ĕçе епле пурнăçламаллине порталта тĕплĕн ăнлантарнă) тата пĕр хутчен миграци ыйтăвĕсемпе ĕçлекен подразделение килмелле. Çавăн пекех патшалăх пулăшăвĕсен порталĕнче мĕнле документсем хатĕрлемелли те, ыйтусен тĕслĕхĕсем те пур.

Миграци ыйтăвĕсемпе ĕçлекен подразделенисенче электрон майпа килнĕ документсене черетсĕрех пăхса тухаççĕ. Çÿлерех асăннă патшалăх пулăшĕвĕсене илес тĕллевлисен вырăнти нумай функциллĕ центр урлă та ыйту тата документсем тăратма май пур. Çавăн пекех миграци тытăмĕнчи патшалăх пулăшăвĕсене илес тесен граждансем онлайн мелĕпе те усă курма пултараççĕ. Ку чухне вĕсен Раççей ШĔМĕн сайтне guvm.mvd.ru адреспа кĕмелле, патшалăх пулăшăвне тата подразделенине суйласа илмелле. Унта палăртнă йĕркесене тултарнă хыççăн патшалăх пулăшăвне илме меллĕ куна тата вăхăта палăртмалла.

Патшалăх тат муниципалитет пулăшăвĕсене паракан Пĕрлехи порталпа усă курни граждансен вăхăтне перекетлеме май панипе пĕрлех вĕсемшĕн меллĕ те.

А.ВАСИЛЬЕВ,

миграци подразделенийĕн начальникĕ.



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
15 ноября 2016
09:45
Поделиться
;