Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Башньăна юсанă

Шĕмшеш тăрăхĕнчи шыв башнисем вăтăр çул ытла ĕçлеççĕ. Вĕсем кивелсе, çĕрĕшсе те пĕтнĕ ĕнтĕ. Çавăнпа та вĕсене юсамалли вăхăт та çитнĕ. Шуркасси ялĕнче пурăнакансем нумаях пулмасть башньăна юсас ыйтăва çĕклерĕç. Вăхăта сая ямасăр çийĕнчех ăна татса памалла, мĕншĕн тесен ял çыннисене шывсăр пĕр кун пурăнма та йывăр. Ял халăхĕ çине тăнипе тата вырăнти хастарсем тăрăшнипе шыв башнине кĕске вăхăтрах юсама пултарчĕç. Сварщик ĕçне ял тăрăхĕнчи Петр Вишневский депутат хăйĕн çине илчĕ. Ăна шыв пăрăхĕсене саплама Вячеслав Стрелков, Виталий Данилов, Валерий Михайлов пулăшрĕç. Çавăн пекех хĕллехи шартлама сивĕ кунсем çитнĕ май башньăри шыв пăрăхĕсене ăшă тытмалла тунă. Ял çыннисене те часах шывпа тивĕçтернĕ.



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
18 ноября 2016
14:01
Поделиться
;