Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Юбилей ячĕпе - канашлу

Çĕршывра страхлав компанийĕсем сахал мар, кашни регионтах пур вĕсем: пĕрре мар - иккĕ-виççĕ те. Акă, Тутар республикинче йĕркеленнĕ - НАСКО «ТАТАРСТАН» филиалĕсем кÿршĕллĕ облаçсемпе республикăсенче те ĕçлеççĕ, çав шутра пирĕн тăрăхра та.

Асăннă страхлав компани иртнĕ ытларикун 20 çул тултарчĕ. Çав ятпа унăн Элĕк район представительствинче анлă канашлу пулчĕ. Страхлав енĕпе ĕçлекен агентсем умĕнче Эльвира Георгиева ертÿçĕпе унăн çумĕ Елена Павлова тухса калаçрĕç: çулталăк хушшинчи ĕç-хĕл çинче чарăнса тăчĕç, пурне те уяв ячĕпе саламларĕç, малашне татах та тухăçлăрах ĕçлеме çирĕп вăй-халпа хаваслă кăмăл-туйăм, тулли телей сунчĕç.

Геннадий САВЕЛЬЕВ.



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
18 ноября 2016
14:37
Поделиться
;