Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Мĕн тери телей - анне пурри!

Çын пурнăçĕнче анне чи пĕлтерĕшлĕ вырăн йышăнать. Кирек камшăн та амăшĕ пуринчен те лайăххи, чи çепĕççи, чи хитри, чи маттурри. Анне сăнарĕ ырăлăхпа, çепĕçлĕхпе палăрать.

Яккушкăньре пурăнакан Ирина Ильдер хăйне телейлĕ амăшĕ тесе шутлать. Куç тулли ача-пăча ăна пурăнма хавхалантарса тăрать. Икĕ хĕрпе виçĕ ывăлĕ уншăн пурнăç илемĕ тата тĕшши. Ырă кăмăлĕпе, ĕçченлĕхĕпе палăракан Ирина Германовна ачисемшĕн ырă тĕслĕх. Вăл хăйĕн тĕпренчĕкĕсене мĕн ачаран ырăпа усала уйăрма вĕрентет, йывăр вăхăтра пулăшу кÿрет, вĕсен çитĕнĕвĕсемпе чунтан савăнать. Чăваш патшалăх университетĕнче вĕренекен Инесса тата Чăваш патшалăх педагогика университетĕнче пĕлÿ илекен Иван канмалли кунсене чăтăмсăррăн кĕтеççĕ. Килте аслисемсĕр Виктория, Севастьян тата Артем тунсăхласа çитнĕ-çке.

- Ачамсем пĕрле пухăнсан манран телейлĕ çын çĕр çинче çук та пулĕ. Арçын ачасем ашшĕпе ытларах арçын ĕçĕсене тăваççĕ пулсан, эпир вара, хĕрсем, тĕпел кукринчен тухма пĕлместпĕр. Эпир хаçат-журнал вулама питĕ юрататпăр. Унти тутлă апат-çимĕç рецепчĕсене пухса пыратпăр. Инессăпа Вика манпа пĕрле торт, печени, шарлотка, кукăль пĕçерме хăнăхса пыраççĕ. Эрнипе пĕр-пĕринсĕр тунсăхласа çитнĕ ачамсем кулни, выляни пурăнма хавхалантарать, ĕçре те пулăшу кÿрет, - каласа парать пилĕк ача амăшĕ.

Ирина Германовна Тури Выла ялĕнче çуралса ÿснĕ. Ураскилт шкулĕнчен вĕренсе тухсан Чăваш патшалăх педагогика институтĕнче аслă пĕлÿ илнĕ те 1994 çултанпа Мăн Ямашри вăтам шкулта вăй хурать, ачасене тивĕçлĕ воспитани парассишĕн тăрăшать. Пирĕн пурнăçри пĕтĕм япала ачалăхран пуçланать, ачалăх - çемьепе шкултан. Ирина Ильдер 7-мĕшпе 8-мĕш классен ертÿçи. Вăл вĕсемшĕн - иккĕмĕш амăшĕ. Вĕрентекенĕн ачасене пĕлÿ панипе пĕрлех кăмăл-туйăмне пĕлсе тăмалла-çке. Ирина Германовна кашни ачана хăйĕн тĕпренчĕкĕсене юратнă пек хаклать, хисеплет, мĕнпур юратăвне вĕсене парнелет, кашни ача чĕринче ырă йĕр хăварать. Ачасем те унăн ĕçченлĕхне, юратăвне туяççĕ. Вĕренекенсемпе ашшĕ-амăшĕ хушшинчи туслă çыхăну та педагогран нумай килет. Шкултан вĕренсе тухакансем те час-часах хăйсен вĕрентекенĕ патне хăнана çÿреççĕ.

Ирина Ильдер юратнă амăшĕ, хаклă та хисеплĕ мăшăр пулнине унăн куçĕнчен пăхсанах паллă. Юратупа, ырă кăмăллăхпа çиçекен куçсенче хĕрарăм телейĕ курăнать. Вăл вара, чăннипех те, телейлĕ. Йывăрлăхра яланах алă паракан мăшăрĕ Владимир Иванович, чун тĕпренчĕкĕсем çумра пулни, вĕренекенĕсем çитĕнÿсемпе хавхалантарса тăни, юратнă ĕç вăй-хал хушни чăн-чăн савăнăç.

Ял хĕрарăмĕн пушă вăхăт çукпа пĕрех. Апла пулин те Ирина Германовна алла кăранташ, сăрă, киçтĕк тытма вăхăт тупатех. Мĕн ачаран ÿкерме юратаканскерĕн килĕнче галерея тейĕн. Çут çанталăк ытамне лексен çийĕнчех тавралăх илемне шурă хут çине ÿкерме тăрăшать. Унăн ĕçĕсенче чĕрчунсемпе портретсем те паллă вырăн йышăнаççĕ. Инессăпа Виктория та амăшĕ пекех ÿкерме кăмăллаççĕ.

Ирина Ильдерăн тепĕр ырă ен те пур. Вăл кĕнеке вулама юратать, уйрăмах детективсем килĕшеççĕ ăна. Ирина Германовна ачисене те мĕн пĕчĕкрен кĕнекепе туслă пулма вĕрентет. Пуринпе те пĕр чĕлхе тупма пĕлет вăл, кашнин валлиех савăк кăмăл тупать, ырă сĕнÿ-сем парать, мĕн пултарнă таран пулăшма тăрăшать. Ял-йышра та, коллективра та хисепре вăл.

Вера МОРОЗОВА.



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
25 ноября 2016
15:23
Поделиться
;