Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Тимлĕхпе чун ăшши пĕлтерĕшлĕ

Çирĕп сывлăхлисемшĕн те çывăх çынсен юратăвĕпе тимлĕхĕ пысăк пĕлтерĕшлĕ. Тăван-пĕтенпе, пĕлĕш-юлташпа курса калаçни те кăмăла çĕклет. Кулленхи ĕçсене пула хамăрпа юнашарах пурăнакан сывлăх енчен хавшак çынсем çинчен вара нумай чухне манатпăр.

Çакна иртнĕ кунсенче Ураскилт салинче пурăнакан, килтен чире пула тухса çÿреймен Нина Мурзаевăпа курнăçсан ăнлантăм. Аслă ăрури çын ун патне районти социаллă хÿтлĕх пайĕн начальникĕ Галина Григорьева, Инвалидсен обществин председателĕ Геннадий Деомидов, ялти вулавăш заведующийĕ Альбина Козлова килсен тем пекех савăнчĕ. Унăн çывăх çыннисем вара сывлăх енчен хавшак çынна пăхнă чухне мĕнле йывăрлăхсем тухса тăнине каласа пачĕç. Çавăн пекех асăннă ушкăн шкул çулĕнчи Данил Волков патĕнче те пулчĕ. Арçын ачана шкулта кирлĕ пулакан вĕренÿ хатĕрĕсем парнелерĕç.



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
29 ноября 2016
09:48
Поделиться
;