Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Кашни ыйтăва пăхса тухатпăр

Элĕкри муниципалитет архивĕн ĕçченĕсем хăйсен ĕçне планпа килĕшÿллĕн туса пыраçççĕ. Кăçалхи 10 уйăхра архив «Пучах», «Звезда» хуçалăхсен, «Элĕк районĕнчи информаципе культура центрĕ» учрежденин докуменчĕсене 371 ĕç йышăнчĕ. Ноябрĕн 1-мĕшĕ тĕлне реестрта парăмрисем çук.

Кăçалхи 10 уйăхра Урпаш, Вутлан, Мăн Ямаш, Мартынкасси, Хирлеппуç, Карачура, Кĕçĕн Тăван ял администрацийĕсен, Питĕшкасси, Мăн Вылă, Тени ял тăрăхĕсен тата Çулавăç ял Совечĕн 994 ĕç документне картунласа хунă. «Ямаш», «Пучах», «Таутово», «Устье», «Волга», «Правда» хуçалăхсен, Юнтапари 7 çул вĕренмелли шкулăн 266 ĕçне çĕленĕ тата 208-шне юсанă.

Çак тапхăрта архив пулăшăвĕпе 1490 çын усă курнă, вĕсене 34 ĕç докуменчĕ- пе тивĕçтернĕ, вĕсене 159 копи тунă. Архива 1494 хутчен ыйтупа килнĕ, вĕсенчен 1346-шне пăхса тухнă, 1281 ыйтупа тивĕçлĕ хурав панă.

Ноябрĕн 1-мĕшĕ тĕлне илсен, Элĕкри муниципалитет архивĕнче 25330 единица ĕç докуменчĕ упранать, вĕсен шутĕнче 15469-шĕ ертÿçĕсемпе çыхăннă, 9861-шĕ - уйрăм çынсемпе.

Архив справкисемпе вăхăтра тивĕçтерессине те малти вырăна хуратпăр. Архив ĕлĕкхипе хальхине пĕрлештерсе тăрать.

Ирина Иванова, архив директорĕ.



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
02 декабря 2016
10:16
Поделиться
;