Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Район хыпарĕсемсĕр пурăнма кичем

Халăха массăллă информаципе тивĕçтерес ĕçре хаçат-журнал пысăк вырăн йышăнать. Вăл малашне те тĕп çăлкуç пулса тăрĕ. Акă Тавăт ял тăрăхĕнче килĕренех «Пурнăç çулĕпе» район хаçатне çырăннине палăртать çыхăну уйрăмĕн начальникĕ Инга Порфирьева. Яваплăха туйса ĕçлекен ертÿçĕ умри тĕллевсене пурнăçлас тĕллевпе ырми-канми тăрăшать.

Туслă коллектив çырăнтару планне тултарсах тăрать. Çавна май çырăнтару тапхăрĕ вĕсемшĕн яланах ăнăçлă иртет. Почтальонсем кашни çемьене çитеççĕ, халăха хаçат-журналпа, çырупа, пенси тата пособи укçипе, куллен кирлĕ таварсемпе вăхăтра тивĕçтереççĕ. Вĕсем пуринпе те пĕр чĕлхе тупма пĕлеççĕ. Çавăнпах-тăр 3-4 экземпляр таран пичет кăларăмĕсене çырăнса илекенсем те пур Тавăт тăрăхĕнче. «Тавăтри Нина Элюкова, Эльвира Казыкина, Галина Соколова, Кондратий Никитин, Оксана Кириллова тата ыттисем те çулсеренех чылай хаçат çырăнаççĕ, нихăçан та «Пурнăç çулĕпе» хаçатсăр юлмаççĕ. Хаçатăн кашни номерне чăтăмсăррăн кĕтеççĕ», - хаçат-журнал тусĕсемпе паллаштарать Инга Порфирьева.

Шураç ялĕнчи Луиза Соколова вара хаçат-журналсăр пĕр кун та пурăнаймасть тейĕн. Республикăра тата районта тухса тăракан пичет кăларăмĕсене çырăнас тĕллевпе кашни çырăнтару тапхăрĕнчех почтальонпа тĕл пулма тăрăшать. Кунпа çеç çырлахса лармасть-ха вăл. Почтăна кайсан укçалла та хаçат-журнал туяннине пытармасть. Луиза Соколова почтальона кашни кунах чăтăмсăр кĕтет, тин кăна «пиçсе» тухнă пичет кăларăмĕсене алла тытсан тÿрех вуласа тухма тăрăшать.

«Куç витĕрех курман ватăсем те тăван хаçатсăр юласшăн мар. Район хыпарĕсемсĕр пурăнма кичем пулнине калаççĕ. «Пурнăç çулĕпе» хаçата çырăнас текенсем сахал мар», - кăмăллăн пĕлтерет Инга Порфирьева. Район хаçачĕпе туслашакансен йышĕ ÿссе пыни те хавхалантарать ăна.

Вера МОРОЗОВА.



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
02 декабря 2016
10:15
Поделиться
;