Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Вăрлăх хатĕрлесси вăрах пырать

Районти хуçалăхсем майĕпен вăрлăх хатĕрлессипе ĕçлесе пыраççĕ. Ăна вăхăтра тĕрĕслесси, планпа палăртнă чухлĕ хатĕрлесси - тĕп вырăнта. Пĕтĕмпе районта 19450 центнер тыр-пул хатĕрлесе хăвармалла. Çитес çул валли пурĕ пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсене çавăн чухлех хывса хăварнă. Çав шутран 17350 центнер тырă тĕрĕсленĕ. Çавна пĕтĕмпех анализ витĕр кăларнă. Кондициллĕ вăрлăх 4276 центнер пулнине палăртнă.

Хуçалăхсенче кондициллĕ мар культурăсене ака стандартне çитерессипе çине тăрсах ĕçлемелле. Ку енĕпе «Новый путь» хуçалăх, С.Александров тата В.Журавлев хресчен-фермер хуçалăхĕсен тыррисем кондициллĕ.



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
02 декабря 2016
10:13
Поделиться
;