Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Ентеш ăсчаха орденпа чыс тунă

Иртнĕ эрнере Чăваш наци библиотекинче Чăваш халăх ăс-хакăлĕпе ÿнер академийĕн отчетпа суйлав пухăвĕ пулса иртнĕ. Паянхи кун академи Чăваш Енĕн 300-е яхăн ăсчахне пĕрлештерсе тăрать. Пухура академи президиумĕн членĕсем отчет туса панă. Пĕр саслăн пулса тепĕр виçĕ çула академин президенчĕ пулма Е.Е.Ерагина, унăн çумне (вице-президентне) – истори ăслăлăхĕсен докторне Л.А.Ефимов профессора суйланă, ăнах – ăслăлăх журналĕн тĕп редакторĕ пулма та çирĕплетнĕ. Аслă пухура 275 ăслăлăх ĕçĕсен (вăл шутра – 60 кĕнеке) авторне, Лев Архипович ентеш ăсчаха, ăслăлăх ĕçĕнчи пархатарлă ĕçĕсемшĕн «За службу народу» орден парса чыс тунă.



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
06 декабря 2016
13:01
Поделиться
;