Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Салтак, санăн яту вилĕмсĕр

Декабрĕн 3-мĕшĕ - Паллă мар салтак кунĕ. Ăна вăрçă хирĕн-че выртса юлнă, ячĕсене палăртман паттăрсене халалласа ирттереççĕ. 1966 çулхи декабрĕн 3-мĕшĕнче, Мускава илме талпăнакан нимĕçсене çĕршывăн тĕп хули патĕнче çапса аркатнăранпа 25 çул çитнине паллă тунă кун, Ленинград çулĕн 41-мĕш çухрăмĕнчи тăванла çăваран паллă мар салтак вилтăприне Мускав Кремлĕн территорине куçарса Александр садĕнче чысласа пытарнă. 1967 çулта майăн 8-мĕшĕнче кунта Астăвăмăн «Паллă мар салтак вилтăприйĕ» архитектура ансамбльне уçнă. 1977 çулхи декабрĕн 12-мĕшĕнче Ленин Мавзолейĕ умĕнчи хисеп хуралĕн 1-мĕш номерлĕ постне Паллă мар салтак вилтăприйĕ патне куçарнă. Иртнĕ эрнекун Элĕкри ача-пăча библиотекинче Паллă мар салтак кунне халалласа «Ĕмĕрхи мухтав палăкĕсем» виртуаллă экскурси иртрĕ. Галина Миронова библиотека заведующийĕ ачасене Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи çинчен каласа пачĕ. «Вăрçă çулĕсенче хамăр çĕршыв территорийĕнче çапăçусем пынă вырăнсенче пуç хунă ятсăр çар çыннисен тăванла çăвисем пур. Унтă хăш халăх çынни выртни те паллă мар. Çапах та çакă паллă: вĕсем орден-медальшĕн çапăçман. Вĕсем - паттăрсем!» - терĕ вăл. Виртуаллă экскурсире ачасем Раççейĕн тĕрлĕ кĕтесĕнче çапăçусенче паллă мар салтаксене халалласа ларт-нă палăксемпе паллашрĕç. Вăрçăра пуç хунисене асăнса пĕр минут шăп тăчĕç.

В.НИКИФОРОВА.



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
06 декабря 2016
13:03
Поделиться
;