Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Паттăрсем яланах асра

Тăван çĕршыв паттăрĕсен кунĕ - çĕршывра паллă тăвакан пĕлтерĕшлĕ кунсенчен пĕри. Çак кун Раççейре Совет Союзĕн Геройĕсене, Социализмла Ĕç Геройĕсене, Раççей Федерацийĕн Геройĕсене, Мухтав орденĕн кавалерĕсене чыслаççĕ.

Асăннă куна халалласа районти литературăпа таврапĕлÿ музейĕнче çитĕнсе пыракан ăрăва патриотизмла воспитани парас тĕллевпе вĕренÿ туризмĕн аталанăвне тĕпе хурса Элĕк вăтам шкулĕнче вĕренекенсемпе паттăрлăх урокĕ иртрĕ. «Тăван çĕршывăн паттăрĕсен кунне Раççей Федерацийĕн 2007 çулхи февралĕн 28-мĕшĕнчи 22-ФЗ саккунĕпе килĕшÿллĕн кашни çул декабрĕн 9-мĕшĕнче паллă тăваççĕ. Хăйĕн пуçламăшне вара асăннă кун 16 ĕмĕртенех илет. Ун чухне декабрь уйăхĕнче иккĕмĕш Кĕтерне патша Çветуй Георги Победоносец орденне туса хунă», - музей директорĕ Ольга Алексеева хĕрачасемпе арçын ачасене чи малтанах историпе паллаштарчĕ. Паттăрлăх урокĕнче ачасем виç кĕтеслĕ çырусем вуланă.

Тăван çĕршывăн паттăрĕсен кунне халалласа районта сахал мар мероприяти иртет. Сăмахран, Элĕкри тĕп библиотекăра «Вырăс çĕрĕ - паттăрсен çĕршывĕ» астăвăм сехечĕ иртрĕ. Библиотека ĕçченĕсем Зоя Удяковăпа Оксана Бархаткина ентеш паттăрсем çинчен каласа пачĕç, ачасене «Çĕршыв паттăрĕсене - мухтав» кĕнеке куравĕпе паллаштарнă.

Тăван çĕршывăн Аслă вăрçине пирĕн районтан 9115 çын тухса кайнă, вĕсенчен 4566-шĕ каялла таврăнман, 2474 çын хыпарсăр çухалнă. Вĕсене халалласа ял тăрăхĕсенче палăксем, стелăсем лартнă. Пирĕн район çыннисем çĕршыв умĕнче паттăрлăх кăтартнă: М.Ефимов (Самушка), З.Трофимов (Мăн Ямаш), А.Архипов (Писĕп), Г.Алексеев (Мăн Шĕвĕш), И.Трофимов (Урмай), А.Громов (Писĕп) тата ыттисем те.

Çамрăксемшĕн çÿлерех асăннă мероприятисем чăннипех те паттăрлăх урокĕсем пулса тăмалла. Вĕсем мăн асаттесен ырă тĕслĕхне малалла тăсаççĕ, çар тивĕçне пурнăçланă чухне паттăрлăхпа хăюлăх кăтартаççĕ. Паттăрсен ячĕсем вăхăт иртнĕçемĕн тĕксĕмленмелле мар.

В.СИВВИ.



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
09 декабря 2016
11:20
Поделиться
;