Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Сĕт хакĕ малашне те ÿстĕр

Кашни ялтах ял-йыш сĕт парассине йĕркеленĕ. Ял çыннишĕн вăл чи малтанах тупăш çăлкуçĕ шутланать. Ăна сутăн парса хăшĕ-пĕри çутăпа газшăн тÿлет, апат-çимĕç туянать.

Районта паянхи кун сĕте йышăнакансем чылай. Вăрнарти сĕт завочĕ, Элĕкри Н.Сергеев, Пăрачкав районĕнчи Черыков предпринимательсем тата райпо чĕртавара 21 тенкĕпе пуçтараççĕ. Çĕмĕрлери Сыров предприниматель, «Молгород» кооператив, «Перспектива» организаци те сĕте халăхран çав хакпах туянаççĕ. Сĕт хакĕ ÿссе пынишĕн ял çынни хавхаланать, ĕне усрани усăллă пулнине ытларах туять.



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
09 декабря 2016
11:19
Поделиться
;