Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Спорт вĕренÿре те пулăшать

Питĕшкасси вăтам шкулĕнче вĕренекенсем тăхтава е уроксем вĕçленессе чăтăмсăр кĕтеççĕ. Шăнкăрав янăрасанах спортзала чупаççĕ хĕрачасемпе арçын ачасем. Асăннă шкулта 6 çул физкультура вĕрентекенĕнче тăрăшакан Никита Макаров ачасене сывă пурнăç йĕркине çирĕп тытса пыма, физкультурăпа спорта юратма мĕн пĕчĕкрен хăнăхтарать. Шкул ачисем вăл каланине пурне те ăша хываççĕ.

«Физкультурăпа спорта юратакан çын нихăçан та йывăрлăхсем умĕнче пуçа усмасть. Вăл таçта та ĕлкĕрет, вĕренÿре те малта пырать», - хавхалантарать ачасене вĕрентекен.

Пулас спортсменсем юратнă вĕрентекенĕнчен ырă тĕслĕх илеççĕ. Педагог хăй те спортпа туслă, район тата республика шайĕнче иртекен спорт ăмăртăвĕсене тăтăшах хутшăнать. Шкул ачисемшĕн вăл вĕрентекен кăна мар, тус-юлташ та. Никита Макаров вĕсен çитĕнĕвĕсемшĕн чунтан савăнать.



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
09 декабря 2016
11:23
Поделиться
;