Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Пай редакторĕ конкурсра палăрнă

Декабрĕн 8-мĕшĕнче республикăри юристсен пĕрлĕхĕ, вăл шутра юстици министерствин ĕçченĕсем, прокурорсемпе следовательсем, приставсемпе нотариуссем, адвокатсем тата ыттисем Конституци кунне тата иртнĕ кунсенче пулнă Юристсен кунне паллă тума пухăнчĕç. Республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Конституци кунĕ патшалăх шайĕнчи чи пĕлтерĕшлĕ уявсенчен пĕри пулнине çирĕплетрĕ, палăрнисене наградăсемпе чысларĕ. Çавăн пекех уяв тĕлне журналистсем хушшинче 2016 çулта право çутĕçĕ тата граждансене право информацийĕ парас енĕпе йĕркеленĕ конкурса та пĕтĕмлетнĕ. «Пурнăç çулĕпе» хаçат редакцийĕнче пай редакторĕнче тăрăшакан Эльвира Кузьмина асăннă конкурса хутшăнса иккĕмĕш вырăна тивĕçрĕ. Юстици тата пурлăх хутшăнăвĕсен министрĕ Наталья Тимофеева конкурса палăрнă калем ăстисене дипломпа тата парнепе чысларĕ.



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
13 декабря 2016
17:04
Поделиться
;