Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Тавăтра каток хатĕр

Тавăт ялĕнчи культура çурчĕ çумĕнчи лапамра вырнаçнă каток кашни хĕлех халăха хăйĕн патне пуçтарать. Кунта кĕçĕннисемпе пĕрле аслисем те коньки çине тăрса ярăнма тухаççĕ. Çулсерен ăна хатĕрлекен те кирлĕ. Ку енĕпе вăхăтра катока ĕçлеттерсе яма ялти хастарсем тăрăшни куç кĕрет ĕнтĕ. Пуçарулăх кăтартакан арçынсем кăçал та нумаях пулмасть каток хатĕрлес ĕçе хастаррăн хутшăнчĕç. Вĕсем шыва çывăхра вырнаçнă башньăран илнĕ. 50х100 метрлă лаптăк çинче сахал мар ĕçлемелле, çавăнпа та çакă пĕр кунхи ĕç мар. Ăна темиçе сийпе шăнтса якатма чылай вăхăт кирлĕ. Каток хатĕрлес енĕпе çак тăрăхри Андриян Лаврентьев, Александр Егоров, Михаил Иванов, Александр Куликов, Владимир Иванов тата ыттисем те аванах ĕçлерĕç. Хăйсен вăйĕпе вăхăта сая ямасăр спорт лапамне хатĕрлеме пултарчĕç.



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
14 декабря 2016
17:05
Поделиться
;