Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

«Час кода» акцие хутшăннă

Паян информаци технологийĕсем вăйлă аталаннă тапхăрта программист специальноçĕ питех те кирлĕ професси. Çитĕнекен ăрăва ун çинчен ытларах каласа парас тĕлĕшпе кăçал декабрĕн 5-10-мĕшĕсенче виççĕмĕш хут «Час кода» Пĕтĕм Раççейри вĕренÿ акцийĕ иртрĕ. Унта пирĕн районти шкулсенче те, çамрăксене информатика тата программăлассипе вĕрентес тĕллевпе йĕркелеççĕ. Çавăн пекех çак мероприяти ИТ-специальноçăн витĕмлĕхне ÿстерме пулăшать. Элĕк районĕнче асăннă акци вăхăтĕнче Мăн Вылăри, Питĕшкассинчи тата Ураскилтри пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкулсенче информатикăпа ятарлă уроксем ирттернĕ.Тĕрлĕ çулсенчи вĕренекенсем тренажерсемпе усă курса программăсем хатĕрлеме хăнăхнă.



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
16 декабря 2016
11:53
Поделиться
;