Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Электрохатĕрсемпе пĕлсе усă курмалла

Пирĕн районта пушарсен хисепĕ ÿссех пырать. Кăçал пурĕ 20 хут вут-çулăм тухнă, «хĕрлĕ автан» 12 çын пурнăçне татнă, вĕсенчен 4-шĕ - ачасем. Вут-çулăм ытларах Чăваш Сурăм, Шĕмшеш, Юнтапа, Йăлкăш ял тăрăхĕсенче алхаснă. Пушарсем пурăнмалли кил-çуртра 14 хутчен тухнă, ыттисем - хуралтăсенче. Пĕтĕмĕшле тăкак - 1 млн. та 930 пин тенкĕ.

Электрохатĕрсемпе усă курнă чухне пушар хăрушсăрлăхĕн правилисене пăхăнманран 7 пушар, кăмакана пула - 5, вут-çулăмпа тĕрĕс усă курманран, вăл шутра чĕлĕм туртнипе - 6, ача-пăча шăрпăкпа вылянипе тата аслати çапнипе 1-ер тĕслĕх регистрациленĕ.

Эпир электрохатĕрсемпе тăтăшах усă куратпăр, розеткăна холодильник, мультиварка, телевизор, шыв ăшăтмалли хатĕр вилкисене чикетпĕр. Çакна кивĕ электропăралуксем чăтайманран инкек пулать те. Электропăралуксене специалистăн ылмаштармалла. Ăна 5 çулта пĕрре тĕрĕслеттермелле, мĕншĕн тесен япăхнă вырăнсене куçпа пăхса пĕлме çук. Рейдсенче хăйсем тĕллĕн ăсталанă ăшăтмалли хатĕрсемпе усă курнине те сахал мар асăрханă. Çавăн пекех кивелнĕ электропăралуксене сыпăнтарнă вырăн хĕмленнипе те пушар тухма пултарать. Заводра туса кăларнă электроплитасемпе кăна усă курмалла.

Пÿлĕмсенче усă куракан электрохатĕрсене ĕç вăхăчĕ пĕтсен сÿнтермелле, электричество ламписене, светильниксене хутпа хупламалла мар. Электрохатĕрсене розеткăна чиксен тимлĕхсĕр хăварсан та инкек тÿсме тивĕ. Ачăрсене, ватă çынсене пĕччен ан хăварăр.

Çĕнĕ çул çывхарать. Çавна май нумайăшĕ гирляндăсемпе усă курать. Вĕсене туяннă чухне сутуçăран сертификат ыйтмалла. Енчен те гирлянда инструкципе килĕшÿллĕн ĕçлемесен унпа усă курмалла мар. Пушар хăрушсăрлăхĕн правилисене пăхăнсан çеç инкекрен сыхланăпăр.

Çулăм тухнине е çуннине асăрхасан тÿрех кĕсье телефонĕпе 112 номерпе шăнкăравлăр.

Вадим Прокопьев,

пушар надзорĕн тата профилактика ĕçĕн пайĕн начальникĕ.



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
16 декабря 2016
11:55
Поделиться
;