Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Саккунсăр майпа чăрăш каснăшăн - штраф

Умра - Çĕнĕ çул. Ку уява яланах симĕс тумлă чăрăш илем кÿрет. Капăрлатнă вăрман пики куçа тыткăланипе пĕрлех пÿрте тутлă шăршă сарăлать. Çавăншăнах чылайăшĕ Çĕнĕ çул уявĕнче чĕрĕ хыр-чăрăш латма тăрăшать. Анчах та ăна саккунсăр майпа каснăшăн административлă е уголовлă майпа явап тыттарасси çинчен асăрхаттарать район администрацийĕ. Пĕр чăрăша е хыра саккунсăр каснăшăн е амантнăшăн граждансен 3-3,5 пин тенкĕ, ĕçлĕ çынсен - 20-30 пин, юридици сăпатлисене 50-100 пин тенкĕ таран тÿлеме тивет. Штрафсăр пуçне айăпланаканăн вăрмана сиен кÿнĕ тăкака та саплаштармалла пулать.

Административлă майпа явап тыттарнипе пĕрлех саккунсăр майпа вăрман пикине каснăшăн уголовлă ĕç те пуçлама пултараççĕ, енчен те вăл кÿнĕ тăкак 5 пин ытла тенкĕпе танлашать пулсан.

Çĕнĕ çул уявĕ валли чăрăш хатĕрлесе сутассипе Чăваш Республикин Çут çанталăк министерстви ирттернĕ аукциона хутшăнса ирĕк илнĕ çынсем çеç ĕçлеме пултараççĕ.



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
16 декабря 2016
11:55
Поделиться
;