Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Илемлĕхе курма, туйма пĕлмелле

Çĕр çинче çын алли тĕкĕнмен ĕç çук та пулĕ. Кашни ĕçех юратса чунтан пурнăçласан пирĕн пурнăç аталанса çеç пымалла. «Ĕç пурнăç тытать, ĕç телей кÿрет», - тенĕ ваттисем. Паллах, кашни çыннăн хăйĕн ĕçĕ-хĕлĕ, савăнăçĕ, телейĕ. Хăшĕ-пĕри ашшĕ-амăшĕн ĕçне малалла тăсать пулсан, тепри вара Турă панă пултарулăха тĕпе хурса малалла аталантарать. Янкурас ялĕнче пурăнакан Геннадий Николаев вара нимĕнле ĕçе те тиркемест.

Геннадий Николаевăн ачалăхĕпе çамрăклăхĕ Дубовски поселокĕнче иртнĕ. Элĕк вăтам шкулĕнчен 10 класс вĕренсе тухсан коопераци техникумне пĕлÿ илме кĕнĕ. Товаровед профессине алла илекенскерĕн часах салтак ячĕ тухнă. Диплом илме ĕлкĕреймен çамрăк çĕршыв умĕнчи тивĕçе Мускав патĕнче чыслăн пурнăçланă. Çапах та вĕренсе пĕтерес ĕмĕтпех пурăннă. Салтакран таврăнсан яш экзаменсене ăнăçлă тытса алла дип-лом илнех. Пысăк тавракурăмлă каччă пурнăçра аслă пĕлÿ кирлине шута илсе коопераци техникумне куçăмсăр майпа вĕренме кĕнĕ, экономист пула тăнă.

Чылай яваплă ĕçре тимленĕ Геннадий Николаевич. Тăрăшулăхĕпе ĕçченлĕхне кура ертÿçĕ тивĕçĕсене те шанса панă ăна. Райпо председателĕ, суту-илÿ заведующийĕ, çăкăр завочĕн директорĕ, район администрацийĕнче гражданла оборонăн специалисчĕ пулнă, ял совечĕн председателĕнче те тимленĕ, яланах халăхпа пĕрле ĕçленĕ. Тÿрĕ кăмăллă та тĕрĕслĕхшĕн тăрăшакан Геннадий Николаевича ял Совечĕн депутатне те суйланă.

Калаçу вăхăтĕнче пĕр самант та ахаль ларма хăнăхман Геннадий Николаевич алла çÿхе тимĕр тытрĕ те унта илемлĕ ÿкерчĕк тума тытăнчĕ. «Халăхра çакна «чеканка» теççĕ. Тимĕре юратма 3-4 çул каялла пуçларăм. Хăйне мар питĕ кăткăс ĕç. Асăрханулăх та кирлĕ», - пĕлтерет маçтăр. Чи пирвайхи ĕçĕпе те паллаштарчĕ Геннадий Николаев. Акă тĕпелти стена çинче уйăп хăйĕн илемлĕхĕпе тыткăнлать. Ку ĕçе тимĕр ăсти консерва банкинчен тунине те пытармасть. Акă юнашарах аçтаха, пăлан, салтаксем, лаша. Инçех те мар Адампа Ева кил хуçи сĕтел хушшинче ĕçлесе ларнине сăнаççĕ тейĕн. Геннадий Николаевич вăхăтăн ытларах пайне залра ирттерет. Кунта унăн ĕç хатĕрĕсем вырнаçнă. Пĕр енчи стена илемлĕ те капăр ÿкерчĕксемпе тулнă. Кашни ĕçе тирпейлĕн рамкăна çакнă. Вырăс сăвăçи Сергей Есенин, Нарспипе Сетнер тата ытти вун-вун сăнар куçа илĕртеççĕ. Йывăç шăршине килĕштернине те палăртать вăл. Вут сыппине якатса илемлĕ ÿкерчĕксем касса çунтарать, эреш тăвать.

Ача чухнех ÿкерме юратнă. Шкулта та, техникумра та стена хаçачĕсем кăларнă. Тивĕçлĕ канура пулсан та ахаль лармасть. Илемлĕ канфет курупккисене тухса пăрахмасть, çунтарса ямасть. Арçын пур çĕрте хитрелĕхе курать. «Илемлĕхе курма, туйма пĕлмелле. Пĕр-пĕр чечек касса кăларатăп та рамкăласа открытка тăватăп. Хам алăпа тунă япалана парнелеме аван», - каласа парать 64-ри арçын. Ывăлĕпе хĕрĕ тата 4 мăнукĕ унăн ĕçĕсене кăмăллаççĕ.

Геннадий Николаевичăн пултарулăхĕ чăннипех те иксĕлми. Спорт ветеранĕ хăй вăхăтĕнче йĕлтĕрпе те чупнă, хăвăрт утассинче те палăрнă. Нумаях пулмасть-ха юрă-кĕвĕ тĕнчине кăмăллакан Геннадий Николаевич «Ветеран» хора çÿреме тытăннă. Çамрăклах куккăшĕнчен купăс калама вĕреннĕскер кичем чухне илемлĕ кĕвĕпе чунне лăплантарать.

Вера МОРОЗОВА.



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
23 декабря 2016
13:54
Поделиться
;