Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Шупашкарти музейсенче пултăмăр

Çак кунсенче пире, районти тĕрлĕ шкулта вĕренекенсене, тĕп хулана экскурсие илсе кайрĕç. Чи малтанах эпир «Радуга» культурăпа курав центрĕнче пултăмăр. Кураври ĕçсене «Ăс-хакăл культурин центрĕ» Пĕтĕм тĕнчери обществăлла организаци тăратнă. Кунти ĕçсемпе паллашнă май эпир Инди çĕршывĕ çинчен питĕ нумай çĕннине пĕлтĕмĕр.

Çак кунах пирĕн хамăр ентешĕн - Станислав Вороновăн куравĕнче пулса курма тÿр килчĕ. «Дорогами предков» ятпа ĕçлекен курав чăн-чăн илем тĕнчине илсе çитернĕн туйăнчĕ.

Совет Союзĕ вăхăтĕнчи Çĕнĕ çул открыткисене тишкерме уйрăмах интереслĕ пулчĕ. Уяв саламĕсене кашни киле мĕнле майпа çитерни çинчен каласа пачĕç. Мана уйрăмах открыткăсенче сăнласа панă мультфильмри чĕр чунсем килĕшрĕç.

Малалла пирĕн экскурси трактор историйĕн музейĕнче иртрĕ. Тĕрлĕ документсемпе паллашнисĕр пуçне чăн-чăн тракторсем çине ларса курма май килчĕ. Уйрăмах арçын ачасемшĕн питĕ кăсăклă пулчĕ кунта. Тĕрĕссипе, кун евĕр музей пирĕн республикăра кăна пур. Çакă пире мăнаçлантарать. Юлашкинчен эпир Шупашкарти ача-пăча пултарулăх центрне çитсе куртăмăр, хамăр тантăшсен ĕçĕсемпе паллашрăмăр.

Анастасия ДЕНИСОВА, Шĕмшеш шкулĕ.



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
23 декабря 2016
13:55
Поделиться
;