Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Спортпа туслисем хастар

Чăваш Республикин физкультурăпа спорт министерстви ырă йăласене тĕпе хурса çулсеренех январь уйăхĕнче сывлăхпа спорт вунăкунлăхне ирттерет. Пирĕн районта та халăха физкультурăпа спорта явăçтарас тĕллевпе кашни ял тăрăхĕнчех планпа килĕшÿллĕн тĕрлĕ мероприяти иртрĕ.

Январĕн 3-мĕшĕнче Элĕкри «Хĕлхем» спорт шкулĕнче Хĕл Мучи парнисене çĕнсе илессишĕн хăвăрт утассипе республика ăмăртăвĕ иртрĕ. Унта Элĕк, Муркаш, Етĕрне районĕсенчи 92 çамрăк хутшăнчĕ. 2006 çулхи тата кĕçĕнреххисен ушкăнĕнче Дамир Васильев (Мăн Вылă) пĕрремĕш, Сергей Степановпа (Мăн Вылă) Кристина Иванова (Ураскилт) иккĕмĕш вырăн йышăнчĕç пулсан, Маргарита Поликарпова (Элĕк) виççĕмĕш вырăн çĕнсе илчĕ. 2004-2005 çулхисем хушшинче Максим Семенов (Ураскилт), Александра Александрова (Элĕк) пĕрремĕш вырăн йышăнчĕç, Ураскилт шкулĕнчи Татьяна Краснова финиша иккĕмĕш, Вера Петрова виççĕмĕш çитрĕç. 2002-2003 çулхисем хушшинчи ăмăртура Ураскилт шкулĕнчи Михаил Михайловпа Регина Степанова пĕрремĕшсем пулчĕç, Алексей Степанов (Мăн Вылă) иккĕмĕш, Сергей Гусевпа (Юнтапа) Диана Никитина (Тавăт) иккĕмĕшпе виççĕмĕш вырăнсем йышăнчĕç. 2001 çулхисем тата аслăраххисем хушшинче Элĕк шкулĕнчи Евгений Федоровпа Кристина Иванова çĕнтерÿçĕ пулса тăчĕç, Владимир Мокинпа (Мăн Ямаш) Нелли Львова (Элĕк) иккĕмĕш вырăн йышăнчĕç, Элĕк шкулĕн хастарĕсем Александр Свистковпа Анастасия Дубинина пьедесталăн виççĕмĕш картлашки çине тăчĕç.

Январĕн 5-мĕшĕнче шкул ачисем шорт-трек вăййисене хутшăнчĕç. Кĕçĕн класра вĕренекенсенчен пуçласа аслă классем таранах 200-1000 метра парăнтарса финиша пĕрремĕш çитессишĕн ăмăртрĕç хĕрачасемпе арçын ачасем. Даниил Шестаков, Денис Прокопьев, Даниил Игнатьев, Евгений Шумилов, Андрей Степанов, Ксения Петрова, Алиса Федорова, Мария Павлова, Екатерина Петрова пуринчен те маттур пулчĕç. Çĕнтерÿçĕсенчен чылайăшĕ Тавăт вăтам шкулĕнче вĕреннине те палăртма кăмăллă.

Январĕн 5-6-мĕшĕсенче вĕренÿ тытăмĕнче ĕçлекенсен футзал вăййисем иртрĕç. Спартакиадăра арçынсен 5 команди, хĕрарăмсен 6 команди хутшăнчĕ. Арçынсен командинче Питĕшкассисем пуринчен те маттур пулчĕç, Мăнямашсем иккĕмĕш вырăн йышăнчĕç, Шĕмшеш шкулĕн команди виççĕмĕш вырăн çĕнсе илчĕ. Пĕрремĕш çумушкăнра Мăн Вылă шкулĕн хĕрарăмсен команди пĕрремĕш, Элĕк шкулĕ - иккĕмĕш, Карачура шкулĕ виççĕмĕш вырăнсем йышăнчĕç. Иккĕмĕш çумушкăнра Тавăт шкулĕ пĕрремĕш вырăн çĕнсе илчĕ, Тени шкулĕ иккĕмĕш вырăн йышăнчĕ, Чăваш Сурăм - виççĕмĕш. Çурма финалта вара Мăнвылăсем Тенисене 0:2 шутпа, Элĕксем Тавăтсене 0:1 шутпа выляса ячĕç. Виççĕмĕш вырăн çĕнсе илессишĕн иртнĕ матчра Мăн Вылă команди Элĕк командине 1:0 шутпа çĕнтерчĕ. Пĕрремĕш вырăн çĕнсе илессишĕн Тенипе Тавăт шкулĕсен командисем ăмăртрĕç, Тенисем 1:0 шутпа çĕнтерÿçĕ пулса тăчĕç. Вăйă пурне те хаваслăх кÿчĕ.

       Вера МОРОЗОВА.



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
10 января 2017
10:39
Поделиться
;