Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Кăшарни шывĕ сиплĕхлĕ

Тĕн уявĕсенчен пĕринче, Кăшарнире, чылайăшĕ чиркĕве кĕрсе çурта лартма, сăваплатнă шыва киле илсе кайма тăрăшать. Чăтăмлисем Турă праçникĕ ячĕпе ирттернĕ Литургие пуçламăшĕнчен вĕçне çитиччен хутшăнма вăй-хăват çитереççĕ. Палăртса хăвармалла, вĕсен йышĕ çулран-çул ÿссе пырать. Çывăхри ялсенчен кăна мар, хуларан та çитме тăрăшаççĕ çак уява.

Кăçал пирĕн районта Элĕк-ри тата Ураскилтри чиркÿсенче кĕлĕсем иртрĕç. Виктор Муравьевпа Александр Егоров протоиерейсем шыва сăвапларĕç. Йăлана кĕнĕ тăрăх, Элĕк салинче шыва кĕрекенсем валли ятарлă вырăн хатĕрленĕ. Район администрацийĕн çурчĕ умĕнчи пĕвере вакка хăпарса анма йывăç картлашкасем вырнаçтарнă, хывăнса тăхăнма палатка туса лартнă. Çывăхрах «Васкавлă пулăшу» машини хатĕр тăрать, полици ĕçченĕсем те юнашарах. Телее, вĕсен пулăшăвĕ кирлĕ пулмарĕ. Шыва кĕме хăюлăх çитернисем хăйсене аван туйрĕç. Ытларах вакка анакансем хушшинче арçынсем пулчĕç. Хĕрарăмсем пит-куçа сивĕ шывпа сăтăрнипех çырлахрĕç курăнать. Элĕк салинче пурăнакан Елена Скворцова кăна ним çÿçенми шыва кĕрсе тухма пултарчĕ. Ун çине пăхса ăмсанмалли çеç юлать.

Çавăн пекех Кăшарни кунĕнче Ехремкасси ял тăрăхĕнчи Татмăш çамрăкĕсем те сăваплă шыва кĕрсе тухма вак хатĕрлерĕç. Тĕрĕссипе, çак йăла вĕсен 1996 çултанпа пырать.

Кăшарни - пысăк уяв. Вăл çынсене сăваплă та сиплĕ шывпа çăвăнма, чирсене кĕлĕ итлесе усалтан тасатма пулăшать. Чиркÿ шывĕн хăвачĕ çулталăка тăсăлать имĕш. Çак пысăк ĕненÿпе пурăнатпăр та эпир.

Марина ЛЕОНТЬЕВА.



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
20 января 2017
16:13
Поделиться
;