Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Купăс каласа тунсăха сирет

Кĕçĕн Тăван ялĕнчи Хирлеп урамĕн тури вĕçĕнче шăкăринех кирпĕчрен купаланă çуртсем лараççĕ. Ĕçчен те çирĕп çынсем пурăнаççĕ кунта тесе   тÿрех калама пулать. Вĕсенчен пĕринче, ыттисем пек иксĕлми капмар мар пулин те, амăшĕпе пĕрле виççĕмĕш теçеткене пусăмланă ывăлĕ шăкăлтатса пурăнаççĕ. Клавдия Гавриловнăпа Алеша Гавриловсем иккĕшех мĕнпур ĕçсене çынран юлмасăр пурнăçласа пыраççĕ. Пĕр ĕне, чăх-чĕп усраççĕ хăйсем валли.

Кăçалхи апрель уйăхĕн вĕçĕнче кăна вăтăр тултарнă Алексей Гаврилов – ялти хусахсен шутĕнче. Тур çырни хапха умнех килессе шанса пурăнать вăл. Хĕвеллĕ те ырă çурхи кунра çуралнăскер хăй те чипер ку каччă. Çав тери хавас сăн-питлĕ, шÿтлесе илме пултарать, чун уçмалăх хуткупăс калама пĕлет. Такмакласа ташламалăх купăсĕпе çемĕсене аванах кăларать Алеша. Тунсăхлама вăхăт та çук унăн. 73-ри амăшне пур ĕçре те пулăшать каччă, вăл туман ĕç çук килте. Вĕри апатне те, кукăль-çăмахне те пĕçерме аванах пĕлет, тирпей-илемне те хăех тытса пырать. Пÿртре кăна мар, урам, кил карти тата пахча йĕри-тавра çÿп-çап таврашĕ кураймăн вĕсем патĕнче. Хăрăк йывăç турачĕсене хăш-пĕри пек çырмана кайса пăрахмаççĕ Гавриловсем: тирпейлĕ татса хурса çуллахи вăхăтра лаçра вучах чĕртсе хуран яшки пĕçереççĕ. Ватăрах çынсем кун пек апат тутине лайăх ас тăваççĕ пулĕ-ха.

Сывă пурнăç йĕркине пăхăнса пурăнать маттур каччă. Пирус туртмасть, эрех-сăрапа ашкăнмасть. Чейне те лавккаран илнине мар, килти улма-çырларан вĕретсе хатĕрленине ĕçеççĕ амăшĕпе ывăлĕ. Хĕлле валли темиçе тĕрлĕ çырла шăнтса хураççĕ вĕсем. Килти апатран усăлли нимĕн те çуккине аван ăнланаççĕ.

Ĕçрен пушаннă вăхăтра Алексей хаçат вулать, сенкер экранпа юратнă кăларăмсене пăхать. Нумай çул хушши ĕнтĕ хамăр район хаçачĕпе «Хресчен сасси» хаçата çырăнса илет çак çемье. Çĕнĕ хыпарсене пĕлсех тăраççĕ Гавриловсем.

А. Кириллов.



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
20 января 2017
16:11
Поделиться
;