Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Пенсионерсене - 5 пин тенкĕ

Кăçалхи январь уйăхĕнче тивĕçлĕ канăва тухнă пенсионерсене 5 пин тенкĕ пĕр хутчен паракан тÿлевпе тивĕçтерме пуçларĕç ĕнтĕ. Асăннă укçа-тенкĕ банксене январĕн 11-мĕшĕнчех куçнă, почта çыхăну уйрăмĕсенче вара январĕн 13-мĕшĕнчен тÿлеме тытăнчĕç.

Республикăри 64 процент çын пенси укçине карта çине куçарттарать, пирĕн районта - 51 процент. Январĕн 11-мĕшĕнче Пенси фончĕ банксене 5 пин пĕр хутчен паракан тÿлев укçине куçарнă, пенсионерсен счечĕсем çине асăннă укçа-тенкĕ тепĕр куннех куçнă.

Почтальонсем пĕр хутчен паракан укçана январĕн 13-мĕшĕнчен пама тытăнчĕç. Енчен те тивĕçлĕ канурисем унччен пенси илнĕ пулсан, почтальон почта ещĕкĕнче уведомлени хăварать, хăвăр пурăнакан почта çыхăну уйрăмĕнче 5 пин пĕр хутчен паракан тÿлеве январĕн 28-мĕшĕччен е февраль уйăхĕнче пенсипе пĕрле илме май пур.

Укçана тÿлев е пенси ĕçĕн докуменчĕсемпе килĕшÿллĕн тÿлеççĕ, çавăнпа та Пенси фондне заявлени çырмалла мар.

Пĕр хутчен паракан тÿлеве 2016 çулхи декабрĕн 31-мĕшĕччен пенси илнĕ, Раççей Федерацийĕн территорийĕнче пурăннисене параççĕ. Ĕçлекен тата ĕçлемен пенсионерсем те асăннă тÿлеве илме пултараççĕ. Енчен те пенсионер икĕ пенси (тĕслĕхрен, çар çынни) илсен, пĕрне Пенси фончĕ куçарать пулсан, пĕр хутчен паракан тÿлеве те Раççей Пенси фончĕ парать. Чăваш Енре Пенси фончĕ иккĕмĕш пенсие «гражданла» стажшăн Хĕç-пăшаллă вăйсенче, право хуралĕн тытăмĕнче ĕçлесе тивĕçлĕ канăва тухнă 3 пин çынна, вăл шутра Элĕк районĕнче - 7 çын, парĕç. «Вăй» ведомствисем республикăри çÿлерех асăннă категорири 10 пин ытла çынна пĕр хутчен паракан тÿлеве парĕç.

Пĕтĕмĕшле илсен республикăра 377 пине яхăн çынна 1,9 млрд. тенкĕлĕх, пирĕн районта 5660 пенсионера 28,3 млн. тенкĕлĕх пĕр хутчен паракан тÿлевпе тивĕçтерĕç.

Виктор КРОТОВ,

Раççей Пенси фончĕн Элĕкри уйрăмĕн начальникĕ.



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
20 января 2017
16:09
Поделиться
;